АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турнирта арçынсем кăна

28 декабря 2013 г.

Район чемпионачĕн футзалла выляссипе пĕрремĕш çаврăмри вăйăсем вĕçленчĕç. Уйăха пынă турнирта арçынсен 8 команди тупăшрĕ. Спортсменсем эрнере икĕ хутчен каçсерен пуçтарăнса вылярĕç. Хальлĕхе райпо çамрăкĕсем 21 очкопа малта пыраççĕ. Райадминистрацин тата «Тепловодоканал» обществăн командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта. Ăмăртăвăн иккĕмĕш çаврăмĕ çĕнĕ çул хыççăн январĕн 9-мĕшĕнче пуçланĕ.

Çавăн пекех декабрĕн 29-мĕшĕнче Эренарта çуралса ÿснĕ, районти спорт комитетне ертсе пынă Георгий Михайлова асăнса республика шайĕнче волейболла выляссипе ăмăрту иртĕ.

С.ЛАВРЕНТЬЕВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика