АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнĕ çул асра юлĕ

11 января 2014 г.

Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш уйăхне такăрлататпăр. Çĕнĕ вăй-халпа малалла тинкеретпĕр, пысăк çитĕнÿсем патне çул хыватпăр. Иртсе кайнă çул район çыннисене ырă пулăмсемпе, паллă кунсемпе асра юлчĕ.2013 çулта обществăлла выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе япăх мар ĕçленĕ. «Новый путь» хуçалăхра çĕнĕ ферма хута кайнă. Выльăх кĕтĕвне çĕнетме 200 пуç тына пăру усрамалăх çĕнĕ хуралтăна пĕр çулта туса пĕтернĕ. Çак ĕçе сурăмсем хăйсен вăйĕпех пурнăçланă.

Элĕк районĕнчи ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕ культурăпа искусство тытăмĕнчи инновацилле проектсене пурнăçа кĕртме Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Театра халалланă пурнăç» проекта пурнăçа кĕртсе Борис Семенович Марков, унăн çемйи, пултарулăх ĕçĕ çинчен видеороликсем хатĕрленĕ, «Пĕрремĕш пулма шăпа пÿрнĕ» ятпа сăн ÿкерчĕксен куравне йĕркеленĕ, театр коллективĕсен уçă фестиваль конкурсĕ иртнĕ, «Б.С.Марковăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ» сочиненисен электронлă презентацисен конкурсĕ пулнă. Проект ĕçне пĕтĕмлетсе театрализациленĕ уяв йĕркеленĕ.

2013 çул Вутланти шкулта пĕлÿ илнисемшĕн те асра юлнă. Унта вĕренсе пурнăç çулĕ çине тухнисем тăван вĕренÿ учрежденийĕн 100 çулхи юбилейне паллă тунă. Элĕкри «Çăлкуç» ача сачĕ хăйĕн 85 çулхи уявне ирттернĕ. Хирлеппуçĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2012 çулхи раштавăн иккĕмĕшĕнчи 124 номерлĕ указĕпе килĕшÿллĕн тунă. Фельдшерпа акушер пункчĕ паянхи пурнăç стандарчĕсене, санитари нормисене пĕтĕмĕшле пăхăнать.

Иртнĕ çул Питĕшкасси ял тăрăхĕ комплекслă строительство енĕпе иртнĕ конкурсра çĕнтернĕ. Çапла майпа республика тата район бюджетĕнчен Питĕшкассинчи вăтам шкулти спорт залне юсама тата информаципе культура центрĕн çуртне хăтлăх кĕртме укçа-тенкĕ чылай уйăрнă. Иртнĕ çулăн юлашки уйăхĕнче Тавăтри информаципе культура центрĕ модернизациленĕ культура учрежденийĕн статусне илме пултарнă. Республика бюджетĕнчен тивĕçтернĕ укçа-тенкĕпе сасă вăйлатакан, çутă, видеопротекци оборудованине туяннă. Компьютер хатĕрĕсем, принтер, сканер, костюмсен комплектне, сцена çи-пуçне илнĕ.

Федерацин тĕллевлĕ программисем те пурнăçа кĕреççĕ. Пĕлтĕр Элĕк салинчи «Цветочная», «Молодежная», «Южная» урамĕсенче, Асаматри «Пролетарски» урамĕнче 2,7 километр шыв пăрăхĕсем хунă. Çак ĕçе «2013 çулччен ялăн социаллă аталанăвĕ» федераци программипе пурнăçланă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика