11 января 2014 г.
Уйкас ялĕ район центрĕнчен инçех мар вырнаçнă. Йăлкăш ял тăрăхĕн администрацине кĕрекенскер çулсерен çĕнелсе пырать. Çыннисем ĕçчен те маттур. Яла çитсенех сулахай енче сĕт турттаракан авомашина курăнса кайрĕ. Водителĕ те патĕнчехчĕ.– Черетлĕ рейсран килтĕм те пÿрте кĕме хатĕрленетĕп. Кĕрĕр, иртĕр малалла, – калаçăва пуçларĕ ку ялтах çуралса ÿснĕ Владислав Петров.
Хăй каланă тăрăх, ача чухне ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Пĕр урамра пурăнакан тус-юлташĕсемпе пытанмалла, хăваламалла тата «вăрçăлла» вылянă. Ÿссе çитсен салтака кайма ĕмĕтленнĕ. Владислав Геннадьевич салтак ячĕ тухсан хаваспах çар ретне тăнă.
– Афганистанра службăна ирттертĕм. Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçларăм. Çулсем иртсен те иртнĕ самантсем асăмран тухмаççĕ. Вилĕмпе куçа-куçăн тăни те пĕрре мар пулнă. Мина сирпĕнни яланах шиклĕх туйăмне çуратнă. Лару-тăру лăпкă пулман пулин те эпир, салтаксем, юнлă тытăçура мĕн пур вăйран çĕр-шыва хÿтĕленĕ, – иртнине аса илет Владислав Петров.
Афганистан вăрçи унăн пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнă. Юлташĕсене те нумай çухатнă вăл, инкеке лекнисене те пĕрре мар çăлса хăварнă. Афганистанра салтак тивĕçĕсене пурнăçланăскер тăван килне сывă таврăннă.
– Салтак атти тăхăниччен эпĕ водитель тата сварщик профессийĕсене алла илнĕ. Кулленхи пурнăçра та вĕренни мана самай пулăшать, – хушса хучĕ вăл.
В.Петров чи малтанах Шупашкарти трактор тăвакансен заводĕнче вăй хунă. Пĕр вăхăт унта тимленĕ хыççăн яла таврăннă, колхозра водительте ĕçлеме пуçланă.
– Хула шăв-шавĕ йăлăхтарнăран хамăн пурнăçа ялпа çыхăнтарма шутларăм, – аса илчĕ Владислав Геннадьевич.
Чун юратни те ăна валли ялтах тупăннă. Пĕр ял хĕрĕпе Светăпа 1993 çулта çемье çавăрнă. Унтанпа çирĕм çул иртнĕ пулин те Владиславпа Светлана Петровсем паянхи кун та тин çеç пĕрлешнĕ мăшăр пекех. Ĕнерхи салтак тата тĕрлĕ çĕрте вăй хунă водитель, сварщик Владислав Геннадьевич тăхăр çула яхăн Тверь хулинче ĕçлесе пурăннă.
– Инçет хулана пĕрмаях çÿрени те йăлăхтарать-çке. Çитменнине мăшăртан, тăвансенчен аякра. Çавăнпа та халăхран сĕт пуçтарас ĕçе кÿлĕнме шутларăм, – пĕлтерчĕ арçын.
Тул çутăласса кĕтсе выртмасть вăл. Пысăк çула тухиччен транспорта тĕрĕслет, кăлтăксене тупса палăртать. Вара тин инçе çула тухать. Маршручĕ пысăк пулнăран Владислав Геннадьевич ирхи виçĕ-тăватă сехетрех вăранать. Мăшăрĕ хатĕрлесе хунă апата тутанать те Ишек тăрăхне сĕт пуçтарма тухса каять.
– Халĕ эпĕ вунă ытла ялти халăхран сĕт пуçтаратăп. Пухăннă чĕртавара Ехремкассинчи сĕт комплексне паратăп, – ĕç-хĕлĕпе паллаштарать ÿркенмен арçын.
Ĕç хыççăн ларса канасси пирки шутламасть вăл. Килти хуралтăсене çĕнетесси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Техникăна çĕнетсех пырать, çавăнпа ырми-канми тăрăшать.
Вера МОРОЗОВА.