АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăмăртура туслăх çĕнтерчĕ

15 января 2014 г.

Иртнĕ çулхи раштав (декабрь) уйăхĕнче Тивĕшри (Муркаш районĕнчи Шетмĕпуç ял тăрăхĕ) шахматçăсен ушкăнĕ Чăваш Сурăмĕнчи «Комбинаци» шахмат клубĕн вăйăçисемпе тĕл пулнăччĕ. Çĕнĕ 2014 çула кĕрсен тивĕшсем чăвашсурăмсене хăйсем патне хăнана чĕнчĕç. Тивĕшри культура çуртĕнче шахматçăсем хире-хирĕç вырнаçса ларчĕç. Тĕл пулу тăватă турпа иртрĕ. Вăйă никам çĕнтерейменнипе вĕçленчĕ. Сăмах май каласан, иртнĕ тĕл пулура чăвашсурăмсем хăнасенчен 10:6 шутпа выляса илнĕччĕ. Шахматçăсенчен чи лайăх кăтарту Сергей Соловьевăн (4 очко) пулчĕ. Лев Красновпа Андрей Дмитриев (3 очко) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Пултаруллă вăйăçсем Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕн дипломĕсене тивĕçрĕç.

П.ЕФИМОВ,

«Комбинаци» шахмат клубĕн ертÿçи.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика