АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕре упрамалла

15 января 2014 г.

Çĕр ыйтăвĕ çивĕчлĕхне çухатмасть-ха. Калăпăр, виççĕмĕш ача çуратнисем хăйсене меллĕ вырăнта лаптăк илессишĕн çунаççĕ. Ял çыннисем пай çĕрĕсене харпăрлăха куçарассишĕн тăрмашаççĕ. Ку ĕçсене, паллах, çийĕнчех пурнăçламалла. Çав вăхăтрах пулăхлă тăпрапа тухăçлă усă курасси пирки те манмалла мар. «Пахча çимĕçе пуçтарса кĕнĕ вĕт», – тейĕ хăшĕ-пĕри. Çапла, анчах ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пур лаптăка та тĕллевлĕн усă курманни çаплах калаçтарать. Ял сăнне яракан ÿкерчĕксем Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн инспекторĕсем ял тăрăхĕсен администрацийĕсене тĕрĕсленĕ май пĕлтĕр 24 çÿп-çап купи тупса палăртнă. Çитменнине, пур çĕрте те инспекторсен асăрхаттарăвĕсене пурнăçласшăнах мар иккен.

Хăть паян республика тăрăх машинăпа тухса кайсан ăçта та пулин çÿп-çап купи куçа тăрăнатех пулĕ тетĕп. Çĕре 3 çуллăха арендăна памалла. Инспекторсем плана кĕртнĕ тĕрĕслевсем ирттернĕ май кунашкал кăлтăксемпе кăна мар тĕл пулаççĕ. Пур районта та тенĕ пекех аренда килĕшĕвĕсенчи хăш-пĕр самантсем тивĕçтермен. Çĕре хăшĕ-пĕри 1 çуллăха е сахалрах вăхăта тара илет. Çакă вара – Чăваш Республикин «Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен çаврăнăшĕ çинчен» саккуна тÿрремĕнех пăсни. Унта аренда килĕшĕвĕсене сахалтан та 3 çуллăха тумалла тесе каланă. Паллах, саккунра палăртнă тапхăртан сахалрах вăхăта тунă килĕшĕве регистрацилес хуйхă çук. Анчах та пĕр çул хушшинче çĕртен пайта илме кăна пулать вĕт. Лаптăка им-çампа апатлантарас тесе никам та хăшкăлмасси паллă. 3 çула илекен вара лайăх тухăç пултăр тесе малтан тăпран пулăхлăхне вăйлатать, çапла-и; Кунашкал тĕслĕхсем пирки Чăваш Республикин прокуратурине тата Росреестрăн республикăри управленине пĕлтернĕ. Вырăнтисем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене тĕрĕслемеççĕ.

Муниципалитетсем çĕр контролĕ ирттересси пирки те асăнса хăварас килет. Управлени ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче саккунсемпе килĕшÿллĕн çакăн çинчен калакан Положение тата Административлă регламента çирĕплетнĕ. Анчах та тĕрĕслевсем ирттермелли плана инспекторсем пулнă ял тăрăхĕсен 50 проценчĕ çеç прокуратурăна кăтартса çирĕплетнĕ. Россельхознадзор специалисчĕсем палăртнă тăрăх, вырăнти ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене тĕрĕслемеççĕ тесен те юрать. Муниципалитетсем ытларах ялсенчи çĕрсен тĕлĕшпе тимлĕ.

Н.ВАСИЛЬЕВА,

Россельхознадзорăн Чăваш Енри управленийĕн специалисчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика