АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вутлансем ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ

16 января 2013 г.

Вутлансем ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ

Вырсарни кун Вутланта пурăнакансем ял варринчи пĕвене кивĕ Çĕнĕ çул уявне паллă тума пуçтарăнчĕç. Кам кăна çук-ши кунта; Ачасенчен пуçласа аслă çулсенчисем таранах асăрхама пулчĕ. Татмăшсем те кÿршĕллĕ яла пырса кайма кăмăл турĕç. Вĕсем те уявра вутлансемпе пĕрле савăнчĕç.

Пĕве тăрăх саланакан илемлĕ юрă-кĕвĕ кашнин чун-чĕрине уçрĕ. Арçынĕ те, хĕрарăмĕ те капăр елка тавра такмак каласа ташласа çаврăнчĕ. Хĕл Мучипе Юр Пике вĕсене пылак çимĕçпе сăйларĕç. Районти депутатсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ Николай Сергеев уява пухăннă халăха ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ, хăй ячĕпе футбол вылякансене парне парассине пĕлтерчĕ.

Акă тĕрлĕ вăйăсемпе конкурссем пуçланчĕç. Вутлансем икĕ командăна пайланса футбол вăййине пикенчĕç. Зеленая урамра пурăнакансем ăстарах выляма пултарнипе палăрчĕç, вĕсем тепĕр урам çамрăкĕсене 3:0 шутпа парăнтарчĕç. Хыççăн Вутлан ялĕн пĕрлештернĕ команди Татмăш çамрăкĕсемпе футболла вылярĕ. Хĕрÿ вăйăра кÿршĕсем çĕнтерчĕç. Канат туртакансем райпо пуçлăхĕн Юрий Харитоновăн парнине çĕнсе илессишĕн кĕрешрĕç. Конкурс хыççăн конкурс черетленсе пычĕ. Ача-пăча вара тăвайккинчен татăлмарĕ, çунашкапа ярăнчĕç.

Вутлансем виç-тăватă сехет савăнчĕç. Вĕсене çанталăк сивĕ пулни те хăратмарĕ. Уява йĕркелекенсем Вутланти Юрий Сапожниковпа Юрий Корнилов пулчĕç.

Каç пулттипе вара халăх Вутланти культура çуртне куçрĕ. Кунта уяв программи малалла тăсăлчĕ.

Андрей ЕРЕМЕЕВ.

Дмитрий Лаврентьев сăн ÿкерчĕкĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика