16 января 2013 г.
Марина Яковлева Вутлан шкулĕнче 7 класра пĕлÿ илет. Йывăрлăхсем умĕнче парăнма юратман хĕр ача шкулта тăрăшса вĕреннипе пĕрлех класс тулашĕнчи мероприятисене хаваспа хутшăнать. Пĕлтĕр вăл районта чăваш чĕлхипе тата литературипе иртнĕ олимпиадăра малтисен йышне лекме пултарнă.
Юрă-кĕвĕ тесен чунне пама хатĕр М.Яковлева. Çавăнпах пулĕ юрлас ăсталăха вырăнти искусство шкулне çÿресе туптать. Концертсене те хутшăнать.
Хĕр ача ăс-тăнĕпе те, кăмăлĕпе те пуян. Ĕмĕчĕсем çутă унăн.