16 января 2013 г.
Шкула кулленех хавхаланупа, тулли кăмăлпа утатăп. Апла пулин те класа кĕнĕ чухне чунра хумхану çуралать. Мĕншĕн тесен тăватă теçеткене яхăн çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçре тăрăшатăп. Шĕмшешри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературин урокĕсене ертсе пыратăп. Вĕренĕве йĕркеленĕ чухне мĕн те пулсан çĕннине кĕртме тăрăшатăп. Шкул ачисем хаваспа, хăйсем тĕллĕн ытларах шĕкĕлчесе ăс пухчăр. Уроксенче çĕнĕ технологипе усă курни те çитĕнекен ăрупа педагога пĕр-пĕрин калаçăвне лайăхрах йĕркелеме пулăшать. Паян компьютер технологийĕ вăйлă аталаннă тапхăрта ачасене кĕнекерен сивĕтес мар тĕллевпе тĕрлĕ вулав сехечĕсем йĕркелеме тивет.
Педагог профессийĕ пирĕн çемьере – йăхран-йăха куçакан професси. Династине пуçараканĕ – манăн кукамай – Марина Петровна Михеева 1900 çулта çуралнă. Вăл Чĕмпĕрти Чăваш шкулне пĕтернĕ. Крымсарайккăри шкулта 1920-1951 çулсенче ĕçленĕ. Ăна кура унăн хĕрĕ, манăн анне те, Раиса Федоровна Михайлова та учитель профессине суйланă. 1950 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ. Вăл та ĕмĕр тăршшĕпе, 1951-1985 çулсенче, Крымсарайккăри шкулта ачасене ăс панă. 1973 çулта вара эпĕ хамăн педагогикăри ĕç стажне сакăр класлă Сурăмпуç-Шĕмшеш шкулĕнче пуçларăм. Халĕ Шĕмшешри вăтам шкулта тăрăшатăп. Ывăлăм, Андрей Владимирович та, педагог. 2004 çулта вăл Кĕçĕн Тăванти вăтам шкулта физкультура учителĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Пĕр вăхăт Элĕк район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата спорт пайĕнче физкультурăпа спорт енĕпе специалистра тăрăшрĕ. 2010 çултанпа Шĕмшешри вăтам шкул коллективне ертсе пырать. Ачасене физкультурăпа технологи предмечĕсене вĕрентет.
Пирĕн ăрури педагогикăри ĕç стажĕ 112 çулпа танлашать. Шкул маншăн иккĕмĕш кил вырăннех. Унта эпĕ яланах тулли кăмăлпа савăнса утатăп.
2012 çулта вĕренÿпе воспитани ĕçĕнче çитĕнÿсем тунăшăн, интеллектуаллă, культурăллă тата ăс-хакăлтан пуян ачасене вĕрентсе кăларнăшăн Раççей Федерацийĕн вĕренÿпе наука министерствин хисеп хутне тивĕçни те савăнтарать.
Алевтина ЧЕРНОВА,
Шĕмшешри вăтам шкулăн вĕрентекенĕ.