АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун-çул таппи çĕнĕлĕх ыйтать

16 января 2013 г.

Элеккенушкăнь пуçĕпе аслă çул иртет. Маршрутлă автобус кунтан темиçе çул каяллах çÿреме пуçланă. Ял-йышшăн пысăк çăмăллăх ку. Инçе çула каясси йывăрлăх кăларса тăратмасть. Палăртнă вăхăтра тухаççĕ те ларса каяççĕ.

Элеккенушкăнь ку тăрăхра яланах центр шутланнă. Чылай çул каялла Пушкин ячĕллĕ хуçалăха пĕрлештерсе тăнă, хыççăн – «Пучах» хуçалăха. Хальхи «Витязь» обществăн тĕп кил-çурчĕ те Элеккенушкăньрех. Яла çитсе кĕнипе пĕрлех хуçалăх администрацийĕн çурчĕ, машина-трактор паркĕ, кунти вăрăм гараж-мастерской куç тĕлне пулаççĕ. Астăватăп-ха, ку вырăнта яланах çынсем йышлăн пухăнса тăратчĕç. Паллă ĕнтĕ, ĕçлĕ лару-тăру хуçаланнă. Хальхи вăхăтра вара ку ÿкерчĕк урăхланнă. Çынсем кĕпĕрленсе тăрасси ялти лавкка çывăхне куçнă тесен те тĕрĕсех пулĕ.

– Хуçалăх администрацийĕн кантурне часах уçмаççĕ çав. Кунти пÿлĕмсенче сивĕ те шăнса ларасшăн мар ахăртнех. Çурта уçса хупанçи кăна тăваççĕ. Машина-трактор паркĕнче те авă шăплăх хуçаланать, – пĕлтерчĕç магазина килнĕ икĕ арçын.

Кун-çул таппи çĕнĕлĕх ыйтать, малаллах талпăнма хистет. Çавна, иртнĕ çулсене илсен, «Витязь» обществăра тĕпе хуман мар. Ял хуçалăхĕнчи пысăк йывăрлăх юхăмĕ Элеккенушкăнь тăрăхне те хытах тĕрĕсленĕ. Леонид Четриков ертÿçĕ вара çăмăл мар лару-тăруран тухма майсем шыраман мар. Машина-трактор паркĕн ĕçне çĕнĕрен чĕртсе ярас тесе тимленĕ. Мастерской-гаража юсаса çĕнетессине йĕркелеме майсем тупнă. Ферма пирки те çавнах каламалла. Пысăк витене йĕркене кĕртнĕ, унта мĕнпур выльăх-чĕрлĕхе хупнă, лайăхрах тăрантарассине йĕркеленĕ. Çапла сĕт сăвассипе пĕр вăхăт районта та малтисен ретĕнче пычĕ общество. Ертÿçĕ хурсем усрассипе те пуçарулăх кăтартнăччĕ. Ку енĕпе ял çыннисем те активлă пулнă.

Çавăн чухнехи хĕрÿлĕх ăçта кайса кĕнĕ-ши; Хуçалăх малалла каяс вырăнне каялла чакса пырать. Юлашки вăхăтра уй-хир, фермăсен ĕçĕ-хĕлĕ палăрмаллах япăхланнă. Ял çыннисем çавăншăн пăшăрханçи тăваççĕ. Çав хушăрах хăйсем енчен пуçарулăхпа çаврăнăçулăх кăтартни çук. Фермăра пилĕк авасшăннисене тупма обществăра вуçех те йывăр. Юрать-ха чун-чĕреллисем çав-çавах пур ялта. Людмила Мамуткина, сăмахран, ферма çулне чылайранпа такăрлатать. Мăшăрĕпе иккĕшĕ пĕрле туртаççĕ çăмăл мар лава. Ĕçчен мăшăр ырă ĕмĕтпе пурăнни куçкĕретех. Çĕнĕ çурт çĕклессипе те тăрăшаççĕ вĕсем.

Элеккенушкăньсем ытларах килти хуçалăхран тупăш илессипе тимлеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча çимĕç, улма-çырла тухăçлăрах çитĕнтерессипе тимлеççĕ. Ку енĕпе Шумиловсем, Еремеевсем, Андреевсем уйрăмах ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Кусем вăйпитти çемьесем пулсан, çулланнисем те вĕсенчен юласшăн мар. Пĕччен ватăсем те ĕне усраççĕ. Сĕт, тăпăрч сутса укçа-тенкĕ тăвасси ырă йăла пулса тăнă. Ял çыннисем тулли витрисемпе куллен магазина васкаççĕ. Анфиса Замкова сутуçă сĕт паракансене таварпа кăна мар, укçа-тенкĕпе те тивĕçтерет. Ял-йыш унăн ĕçĕпе кăмăллă-ха. Çав хушăрах вĕсене пăшăрхантараканни те юнашарах. Ялти электричество юписем çутăпа ялкăшманнишĕн кăмăлсăр вĕсем. Ирхи тĕттĕмре сĕт витрисемпе аран-аран утаççĕ. Çуллахи каçсенче çуталса тăнă-ха лампочкăсем. Хальхи тĕттĕмлĕх вара хирĕçле пулăм мар-и-ха;

Ырри епле пулсан та чуна тыткăнлатех. Аслă çул хĕррипе çĕнĕ урам çĕкленнĕренпе темиçе çул та иртнĕ ĕнтĕ. Кунта пурăнакансем ытларахăшĕ çамрăксем. Николаевсем те авă капмар çурт хăпартнă. Апла пулин те Элеккенушкăнь ватăлмасть тееймĕн. Тĕтĕм сÿннĕ килсем вуннăран та иртеççĕ.

Елена ТИМОФЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика