05 февраля 2014 г.
Шупашкарта трактор историйĕн музейĕ ĕçленине пĕлетпĕр-ха. Ăна йĕркелекенĕ, хальхи вăхăтра ертÿçĕре тимлекенĕ – пирĕн ентеш Альберт Сергеев. Кĕçех кунта çăрасен куравĕ уçăлмалла. Музея 100 ытла экспонат пырса çитнĕ те ĕнтĕ. Вĕсен хушшинче иртнĕ ĕмĕрĕн 70-90-мĕш çулĕсенче пирĕн района шеф пулса пулăшнă агрегат завочĕ кăларнă çĕнĕ йышши уçăсене курма пулать. Пуринчен кăсăкли вара – тахçан ĕлĕк арчасемпе хапхасене, кĕлетсемпе чиркÿсене «хуралланă» тимĕр хатĕрсем.
Экспозицире урлă хурса питĕрмелли йывăç çăрана та курма пулать. Музей директорĕ А.Сергеев каланă тăрăх, унпа хăйĕн асламăшĕ усă курнă иккен.
Авалхи çăрасене трактор историйĕн музейне районсенчи музейсемпе харпăр çынсем тăратнă.
В.ВЕНИАМИНОВ.