05 февраля 2014 г.
Эпир чăваш литература урокĕсенче чĕр чунсем çинчен нумай вуласа пĕлтĕмĕр. Вĕсен тыткаларăшĕсене чăваш çыравçисем питĕ интереслĕ çырса кăтартнă. Анчах çак хайлавсенчи сăнарсем евĕр чĕр чунсем пирĕн килте те пур-çке. Хамăрăн тăватă ураллă е икĕ çунатлă «туссем» çинчен тепĕр урокра каласа пама, сăн ÿкерчĕксем кăтартма сĕнчĕ пире вĕрентекен. Мĕн тери интереслĕ иртрĕ урок! Пирĕн кашнийĕн юратнă чĕр чун пур. Аленăн сăн ÿкерчĕкĕнче пысăк кушак канлĕн выртнине сăнланă, анчах хăй пурнăçра питех те вăр-вар-мĕн. Катя кушаксене юратать пулсан та, тусĕсене хăйĕн чипер попугайĕ çинчен каласа пачĕ. Сăн ÿкерчĕкпе çирĕплетрĕ хăйĕн шухăшĕсене. Ачасен тусĕсем хушшинче йытăсем те пулчĕç. Мĕнле кăна ят паман-ши вĕсене; Бобик, Байкал ятсене эпир хăнăхнă. Пачах илтменнисем те пулчĕç. Кусачка, Черный, Пират ятсем ачасене питĕ интереслентерчĕç. Тантăшсем мĕншĕн ун пек ят панине те ăнлантарса пама тăрăшрĕç. Катя Мирошниченко йытти Бабушок ятлă. Питĕ илемлĕ ят, анчах мĕншĕн çакăн пек ят панă – никам та пĕлмест. Эпир урокра вуланă «Хураç» калавра та тимĕр шапана мĕншĕн Хураç ят панине ăнлантарса параймаççĕ.
Хураç-тăк Хураç! Бабушок та çавăн пекех.
Урокра эпир тата акă мĕн асăрхарăмăр: пирĕн чĕр чунсен ячĕсем пурин те вырăсла. Вĕрентекен пулăшнипе май килнĕ таран вĕсене чăвашлатма шутларăмăр. Кĕçех пирĕн Сарри, Хури, Çыртакан, Çăмли, Пĕчĕкки ятсем пулчĕç. Илемлĕ ятсем тупăннишĕн тантăшсем те савăнчĕç. Чăваш ячĕсемпе чĕннĕшĕн пирĕн «туссем» те кÿренмĕç тесе шутлатăп эпĕ.
Марина ИВАНОВА,
Элĕкри вăтам шкул,
5 «а» класс.