12 февраля 2014 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов суту-илÿ предприятийĕсен тата организацийĕсен ертÿçисемпе тĕл пулчĕ.
Хăш-пĕр суту-илÿ точкисенче спирт хутăшлĕ эмел, парфюмери тата косметика продукцийĕсене ятарлă пĕчĕк кĕленчесенче сутаççĕ. Вĕсене хаяр шĕвеке кăмăллакансем алкоголь продукцийĕ вырăнне хурса ăша яраççĕ. Александр Николаевич пĕлтернĕ тăрăх, районти лавккасенче «фунфуриксем» сутни пирки çăхавсем нумайланнă. Çавăнпа наркăмăшлă спирта сутассине пăрахăçлама ыйтрĕ. Районти суту-илÿ предприятийĕсемпе организацисен ертÿçисем унăн ырă сĕнĕвне ырларĕç, лавккасенче «фунфуриксем» сутма чарăнасси пирки килĕшÿ турĕç. Ăна алă пусса çирĕплетрĕç.
Çавăн пекех республикăри предприниматель прависене хÿтĕлекен Уполномоченнăйăн обществăлла пулăшуçине «Паркер-Н» общество ертÿçине Надежда Гордеевăна суйларĕç.