АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шахматла вылярĕç

19 февраля 2014 г.

Канмалли кунсене шкул ачисем усăллă ирттерчĕç. Вĕсем «Шурă ладья» клубăн парнисене çĕнсе илессишĕн шахматла выляссипе ăмăртрĕç. Пурĕ 12 шкул команди хутшăнчĕ. Турнирта Элĕк шкулĕн ачисем маттуртарах пулчĕç, малти вырăна йышăнчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăна тавăтсемпе «Хĕлхем» ача-пăча спорт шкулĕн çамрăкĕсем пайларĕç.

Уйрăм вылякансенчен А.Калягина (Мăн Ямаш), Р.Никандрова (Элĕк) тата Д.Степанова палăртас килет. Хĕр ачасем хушшинче Аня Степановăна (Элĕк) çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕш вырăна В.Михайлова (Мăн Выла шкулĕ) çĕнсе илчĕ. Виççĕмĕш вырăна ача-пăча спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан А.Сорокина тивĕçрĕ.

Командăсем хушшинче Элĕксем малти вырăна çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕшсем тавăтсем пулчĕç. «Хĕлхем» ача-пăча шкулĕн çамрăкĕсем виççĕмĕш вырăна йышăнчĕç.

С.ЛАВРЕНТЬЕВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика