АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă сăмах – чун ăшши

19 февраля 2014 г.

«Культура» сăмах латынь чĕлхинчен чăвашла «ĕçлени, воспитани илни, пĕлÿ пани, аталану, хисеплени» тесе куçарăнать. Эппин, ĕçе юратакан, воспитани илнĕ, ăс-тăн енчен аталаннă, сăпайлă çын çеç культурăллă пулма пултарать.Шел те, пирĕнтен ытларахăшĕ культура сăмах пĕлтерĕшне юрă-ташăпа çеç çыхăнтарма хăнăхнă. «Ялта культура пурнăçĕ вĕресе çеç тăрать», – вулатпăр хаçатсенче, радиопа та çапла хăпартланса каланине итлетпĕр. Ял çынни юрлани-ташлани аван-ха вăл, фольклор пуянлăхне алла илни те – мухтава тивĕçлĕ ĕç. Анчах ял культурине юрă-ташă çеç çĕклет тени – йăнăш шухăш. Клуб е библиотека умĕнче, урамра, çул аяккинче, çырма-çатра хĕрринче тĕрлĕ çÿп-çап, тасамарлăх йăваланса выртсан, ку ялта «культура пурнăçĕ вĕресе тăрать» теме пулать-ши; Паллах, çук! Çак ял çыннисем пирки те «культурăллă» тесе калама чĕлхе çаврăнмасть. Чĕлхе çинчен сăмах хускалчĕ пулсан, культура шайĕнчен ытла та аякра тăрать вĕт-ха вăл пирĕн, усал сăмахпа, намăс пуплевсемпе тулса ларнă. Хăш-пĕр çын намăс сăмахсăр калаçма та пултараймасть. Нумай вĕренмен çын пулсан татахчĕ, пĕр е икĕ дипломлисем те, хăш-пĕр пуçлăхсем те намăс сăмах калама пĕрре те вăтанмаççĕ.

Вунă-вун икĕ çул каялла çеç çапла марччĕ вĕт-ха, мĕншĕн çав таранччен пăсăлтăмăр-ши, тăванăмăрсем! Арçынсем çеç мар, хĕрарăмсемпе хĕрсем те намăс сăмахпа перкелешеççĕ, хăйсене ытла та ăслă, «чăнкă» пек туяççĕ пулмалла. Урамра кăна-и, ĕç вырăнĕнче, канашлупа пухура та калаçу культури пăрахăçа тухма пуçлани вăрттăнлăх мар. Çитĕнекен ăрăва культурăллă калаçма çемьере, ача садĕнче, шкулта вĕрентмелле тетпĕр. Анчах çак чăнлăха хамăрах пăсмастпăр-и, аслисем; Нумай çемьере ашшĕ-амăшĕ ачисем умĕнче намăс сăмахпа калаçать. Асăрхаттарсан, çиленме пăхаççĕ: «Намăс сăмахпа ятлаçни – воспитани ĕçĕнче чи витĕмлĕ меслет», – тесе тÿрре тухма тăрăшаççĕ. Шел пулин те, шкулсенчи хăш-пĕр учительсем те вĕренекенсем умĕнче намăс сăмах калама вăтанмаççĕ. Паллах, кун пек вĕсен авторитечĕ ÿсмест, воспитани ĕçĕнчи сиен вара пĕчĕк мар.

Ял-йыш, тус-юлташ, тăван районăн хастар çыннисем! Атьăр-ха культура çулталăкĕнче тирпейлĕ те сăпайлă, ырă кăмăллă, çепĕç чĕлхеллĕ пулма хăнăхар. Çапла пулма пурте пултаратпăр вĕт-ха, мĕншĕн хамăра-хамăр хисеплеместпĕр;

Иван САЛАНДАЕВ,

РФ Журналистсен пĕрлĕхĕн членĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика