АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьере – икĕ офицер

22 февраля 2014 г.

Ĕлĕкренех пирĕн çĕр-шывра салтак ретне тăман каччă хисепре пулман. Çавăнпа çара кайма тăрăшнă. Халĕ те салтак ячĕ сумлă. Иртнĕ çул эпĕ Элĕкре пасар лапамĕпе иртсе пыраттăм. Мана хирĕç пĕр ушкăн капăр тумланнă çынсем килнине асăрхарăм. Иккĕшĕ çар çынни пулни палăрчĕ. Паллах, вĕсем интереслентерсе ячĕç. Офицерсем яштака та çÿллĕ. Пĕри, аслăраххи, Тинĕс Çар флочĕн тумĕпе. Тепри вара лейтенант званипе. Камсем вĕсем; Çак ыйту хытах канăçсăрлантарчĕ. Çавăнпа урамра тĕл пулнă арçынран ыйтма шутларăм. «Ара, ку çамрăксем Элĕкри Николай Анатольевичпа Вера Семеновна Михайловсен. Кĕçĕн ывăлĕ Дима анчахрах çар академине пĕтерсе килнĕ», – терĕ мана çакскер.

Калаçу хыççăн Николай Анатольевичпа тĕл пултăм. Вăл мана ăшшăн кĕтсе илчĕ. Мăшăрĕпе Вера Семеновнăпа вĕсем виçĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Халĕ килте вăтаммипе, Валерийпе пурăнаççĕ. Вăл та çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Службăна Плесецскри космодромра ирттернĕ, взвод командирĕн çумĕ таран ÿснĕ, аслă сержант званине тивĕçнĕ.

«Сирĕн ачасене çар мĕнле майпа илĕртме пултарнă-ха;» – ыйтрăм эпĕ.

– Вова аслă классенче вĕреннĕ вăхăтра çар çынни пуласси пирки шутламан та. Пĕррехинче эпĕ «Советская Чувашия» хаçата вуласа лараттăм. «Чăваш Ен каччисем хăш çар вĕренÿ заведенийĕсене кăмăллаççĕ;» ятлă статья интереслентерсе ячĕ. Пирĕн яшсем ытларах Санкт-Петербургри çар инженерипе техника университетне кăмăллаççĕ иккен. Эпĕ çакна ывăлăма пĕлтертĕм. Вăл хирĕç нимĕн те каламарĕ. Йăмăк Антонина Санкт-Петербургра пурăннă май, унран пулăшу ыйтрăм. Вăл вĕренме кĕмелли условисене ярса пачĕ. Вова Элĕкри вăтам шкула ăнăçлă пĕтерчĕ те çÿлерех асăннă заведение вĕренме кĕчĕ. Ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтерчĕ. Хыççăн Мускав хулинчи ятарлă строительствăпа проект институтне направленипе ĕçлеме ячĕç. Халĕ те çавăнтах тăрăшать. Çемьеллĕ ĕнтĕ, пĕр класра вĕреннĕ Алена Павловăпа пĕрлешрĕç. Халĕ пире икĕ мăнук савăнтараççĕ, – терĕ Н.Михайлов.

Кĕçĕн ывăлĕ Дима та пиччĕшĕ хыççăн çар пурнăçĕпе «чирлесе» кайнă. Вăл унтан 11 çул кĕçĕнрех. Вăтам шкула лайăх паллăсемпе пĕтерсен Санкт-Петербургри космос çар академине вĕренме кĕнĕ. Пĕлтĕр ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Халĕ Инçет Хĕвелтухăçĕнчи Биробиджан хулинчи ракета бригадинче службăна ирттерет.

Сергей ТИМОФЕЕВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика