26 февраля 2014 г.
Районти шкулсенче тăххăрмĕшĕпе вун пĕрмĕш классенче пĕлÿ пухакансен кĕçех яваплă тапхăр пуçланать. Кăçал алла аттестат илекенсем пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене хатĕрленме пуçланă та ĕнтĕ, шкулсенче ку енĕпе ятарлă консультацисем иртеççĕ. Вĕренекенсем задачăсене, унчченхи экзаменсен ĕçĕсене тишкереççĕ.
– 2014 çулта патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ витĕр вун пĕрмĕш класра пĕлÿ илекенсем 143-ĕн тухаççĕ. Тăххăрмĕшсенчен 237 ачан пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тытма тивĕ. Çакна палăртмалла, тулли вăтам пĕлÿ, тулли мар вăтам пĕлÿ илекенсем те патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ витĕр икĕ формăпа тухаççĕ. Пĕри вăл – тĕп патшалăх экзаменĕ пулсан, тепри сывлăх енчен хавшак вĕренекенсем, ача-инвалидсем, пĕтĕмĕшле пĕлÿ программине вĕреннĕ инвалидсем çăмăллатнă майпа экзамен тытаççĕ, – ăнлантарчĕ районти вĕренÿ пайĕн методисчĕ Валентина Семенова.
Вун пĕрмĕш классем унчченхи çулсенчи пекех вырăс чĕлхипе тата математика предмечĕпе экзаменсене тытма тивĕç. Ытти тĕрĕслевсене вара хăйсене кăмăла кайнă предметсемпе хутшăнаççĕ.
Тăххăрмĕшсен патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ витĕр тухма вырăс чĕлхипе тата математикăпа экзамен тытма тивет. Ытти предметсене вара ирĕклĕ майпа суйлаççĕ.
– Анчах та шкул пĕтерекенсен çакна асра тытмалла. Патшалăхăн пĕрлехи аттестацийĕ витĕр вĕренÿре ĕлкĕрсе пынисене, нимĕнле предметпа та парăм çуккисене, вĕренÿ планне туллин пурнăçланисене, мĕн пур предметпа «иккĕ» паллă илменнисене çеç тухма ирĕк параççĕ. Çавăн пекех вĕренÿ ĕç-хĕлне йĕркелесе пыракансем, пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене ирттерес ĕçре пулăшу кÿрекенсем, шкулсем ĕнтĕ, ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене патшалăх аттестацине хăçан, ăçта ирттерессине тата заявленисене мĕнле çырмаллине паллаштарса алă пустараççĕ. Кунсăр пуçне тĕрĕслевсенчи йĕркесене, мĕншĕн экзаменсенчен кăларса янине тата ыттисене те ăнлантарма тивĕç, – каласа пачĕ Валентина Ильинична.
Çавăн пекех 2014 çулта патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытакансене çĕнĕлĕхсем те кĕтеççĕ. Шкул ачисем тĕрĕслев ĕçĕсене мĕнле пурнăçланине Интернет урлă сăнаса ларма май пулĕ. Çавăн пекех патшалăх аттестацине кĕнĕ, тухнă чухне тата экзамен пынă вăхăтра металл шырамалли ятарлă хатĕрпе усă кураççĕ. Видеоçырав çук пулсан экзамен тытнине пăрахăçлаççĕ, унăн кăтартăвĕсене тĕрĕс мар тесе шутлаççĕ. Патшалăх аттестацийĕ иртекен пÿлĕмсенче сăнав камерисене вырнаçтаççĕ. Çакна тĕпе хумалла: унчченхи çулсенче вăрттăн пăхса çырса илекен вĕренекенсене асăрхасан комисси членĕсем шкул ачине экзаментан кăларса яма пултарнă. 2014 çулта та ку йĕрке уйрăмах çирĕп пулĕ.
Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ витĕр тухайман е унта «иккĕ» паллă илнĕ вĕренекенсем икĕ хуччен экзамен тытаймасан тепĕр çулталăкран çеç экзамен тытма пултараççĕ. Пĕрре йăнăшнă вĕренекене кашни предметпах уйрăм кун çĕнĕрен экзамен тытма шанăç параççĕ.
Эльвира КУЗЬМИНА.