АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿ те, юрă-ташă та илĕртет

26 февраля 2014 г.

Ачалăхри кашни кунпа туллин усă курма тăрăшатăп. Мĕн пур предметпа çирĕп пĕлÿ илме ăнтăлатăп. Тăван чĕлхене аван пĕлмесĕр ытти чĕлхесемпе туслашма май çуккине лайăх пĕлетĕп. Шкулти кашни предмет пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура. Апла пулин те маншăн чи юратнă урок технологи тата рисовани пулса тăчĕ. Вĕтĕ шăрçапа чечек тума, пĕр-пĕр ÿкерчĕке илемлетме, çи-пуç капăрлатма пĕлетĕп. Лента пусмаран тĕрлĕ япала хатĕрлеме те вăхăт тупатăп. Çывăх юлташсене хам хатĕрленĕ теттесемпе савăнтаратăп. Чун туртăмĕ вара вăл – юрă-кĕвĕ. Унпа пĕчĕклех туслашнă эпĕ. Ехремкассинчи ача садне çÿренĕ чухне пĕрремĕш хут сцена çине тухрăм. Шкул сукмакне такăрлатма пуçласан Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕн хореографи уйрăмне çырăнтăм. Ташă вăрттăнлăхĕсене алла илтĕм. Юрă тĕнчинчен те аякра тăман. Тĕрлĕ юрăпа районти, республикăри конкурссене хутшăннă. Пĕрре мар малти вырăнсене тухнă. «Пĕчĕк çеç путене» фольклор фестивалĕнче палăртăм. Пĕтĕм тĕнчери фестиваль конкурсра «Пукане» ташăпа жюри членĕсене тыткăнлама май килчĕ.

2011 çулта Элĕкри искусство шкулĕн хореографи уйрăмĕнчен «пилĕк» паллăпа вĕренсе тухрăм. Апла пулин те халĕ те шкулта, ытти çĕрте концертсене хутшăнатăп, ăсталăха аталантаратăп.

Шкул пĕтерсен вара тухтăр пулма, çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшма ĕмĕтленетĕп. Çавăнпа та вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыма ăнтăлатăп. Пĕлĕве ÿстерме тĕрлĕ кĕнеке тишкеретĕп.

Аня ОРЛОВА,

Элĕкри вăтам шкул, 8 класс.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика