19 января 2013 г.
Элĕкри «Хĕвел» ача-пăча пахчине пырса кĕрсен хаваслă самантсен тыткăнне лекетĕн. Шăпăрлансен сасси чуна çĕклентерсе ярать. Вĕсемпе воспитательсем яланах пĕрле. Ачасене вулама, çырма вĕрентесси тĕп тĕлевсенчен пĕри пулса тăрать.
«Хĕвелте» ачасене аталанма майсем çителĕклĕ. Кун каçипе мĕн кăна тумаççĕ-ши; Ÿкерчĕксем тума та, ташлама та хăнăхаççĕ, вăййа та тухаççĕ. Пÿлĕмре çеç вăхăта ирттермеççĕ, уçă сывлăшра та çÿреççĕ. Поварсем пĕçернĕ тутлă апата пĕри те тиркемеççĕ.
Пĕчĕкскерсене нихăçан та кичем мар. Вĕсене валли тĕрлĕ теттесем пур. Пÿлĕмсенче вара ăшă та çутă. Кăмăла çĕклекенни вăл – тантăшсемпе пĕрле пулни.
Ю.ЛЕОНИДОВ.