23 января 2013 г.
Кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалланă савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Журналистсемпе полиграфистсене, пичет ветеранĕсене професси уявĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Малтан вăл республикăри пичет кăларăмĕсен тата телерадиокуравĕн историйĕпе паллаштаракан курава пăхса çаврăнчĕ, çыхăну операторĕсен техника çитĕнĕвĕсемпе кăсăкланчĕ.
Михаил Игнатьев зала пухăннисене уявпа саламланă май массăллă информаци хатĕрĕсем общество пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртрĕ. Республика Пуçлăхĕ пичет ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă журналистсен ушкăнне патшалăх наградисемпе чысларĕ. ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева тăван республика ырлăхĕшĕн ырми-канми ĕçлекенсене, çавăн пекех журналистика ветеранĕсене чĕререн тав турĕ.
Професси уявĕ ячĕпе пухăннисене ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ Петр Краснов, çавăн пекех Мускав хăни – «Регнум» информаци агенствин управляющи директорĕ Борис Соркин саламларĕç. ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров 2012 çулта чи лайăх ĕçсемпе палăрнисене чысларĕ.