АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕркелĕхе çирĕплетессипе çыхăннă

28 января 2013 г.

Чăваш Республикинчи Патшалăх техника надзорĕн инспекцийĕ, ЧР шалти ĕçсен министерствин ÇÇХИ управленийĕ тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕ Чăваш Республикин территорийĕнче «Снегоход» профилактика операцийĕ ирттерес пирки ятарласа приказ кăларнă.

Унпа килĕшÿллĕн операцие 2013 çулхи январĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 25-мĕшĕччен ирттерме йышăннă. «А» категорие кĕрекен çулсăр çÿрекен автотранспорт тата мотохатĕрĕсемпе усă курнă чухне регистраци правилисене пăхăннине, вĕсемпе çÿреме ирĕк пуррине, асăннă хатĕрсем юсавлă пулнине, вĕсем çул-йĕр куçăмĕн, техника хăрушсăрлăхĕн правилисене тивĕçтернине, тăван тавралăха сиен кÿменнине тĕрĕслеççĕ. Халăха тата снегоход хуçисене профилактика операцийĕн тĕллевĕпе задачисем, вĕсене регистрацилемелли, патшалăх техосмотрĕ кăлармалли тата вĕсемпе усă курмалли йĕркесем çинчен халăхпа тĕл пулса та, массăллă информаци хатĕрĕсемпе тата Интернет сечĕпе усă курса та анлăн пĕлтерме палăртнă. Çавăнпа техника енĕпе тĕрĕслевсем те, снегоходсемпе анлăн усă куракан вырăнсенче рейдсем те ирттерме пăхнă. Халиччен шута илмен снегоходсене тупса палăртса вĕсем çинчен патшалăх техника надзорĕн автоматизациленĕ информаци тытăмне даннăйсем кĕртĕç. Вăхăтра патшалăх техосмотрĕ тухассинчен пăрăнакансем те палăрмасăр юлмĕç тата ытти те. Çаксем пĕтĕмпех хăрушсăрлăха вăйлатассипе тата йĕркелĕхе çирĕплтессипе çыхăннă.

«Снегоход» операцие ирттерме план туса хатĕрленĕ.

К.МАЙОРОВ,

районти патшалăх технадзор

инспекцийĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика