28 января 2013 г.
Раççей ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх кăçал тата малашне ял хуçалăх предприятийĕсене ака-суха тунă чухне çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянма пулăшса пырĕç. Çак пулăшу 2013-2020 çулсенче агропромышленность комплексне аталантарас тата апат-çимĕç рынокĕн лару-тăрăвне йĕркелес тĕлĕшпе йышăннă программăпа килĕшÿллĕн пулмалла. Субсидие малашне акакан лаптăка кура уйăрĕç (кунта çĕр пулăхне, климата тата условие шута илĕç).
2013 çулта çак тĕллевпе 15,2 млрд тенкĕ уйăрма пăхнă. Предприяти укçана ăçта ярассине (çунтармалли-сĕрмелли материалсем, удобренисем туянма тата ытти те) хăй татса парĕ.