АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Купăс калать, гитарăпа та вылять

03 февраля 2013 г.

– Васкамастпăр, нотăсене тĕрĕс илетпĕр, – илтĕнет уçă алăкран вĕрентекенĕн сасси. Вăл парта хушшинче ларакан шкул ачисене мĕнле тĕрĕс юрламаллине кăтартать. Çав вăхăтрах педагог баян та калать.

Тавăтри вăтам шкулта вĕренекенсене кашни урокрах çĕнĕрен те çĕнĕ юрра хăнăхтарать Ольга Михайловна Михайлова. Аслă категориллĕ вĕрентекен пианино каласа та музыка тĕнчине илĕртет. Шкулти тăхтав вăхăчĕпе усă курса, опытлă педагог купăс калас ăсталăха хăçан алла илнипе кăсăкланатăп.

– Атте ăста купăсçă пулнă. Хăй тĕллĕнех вĕреннĕ. Тавăтри шкулта хуçалăх енĕпе ĕçленĕ. Уяв мероприятийĕсенче вара вăл ачасене купăспа кĕвĕ-çемĕ каласа савăнтарнă. Балалайкăпа выляма та пултарнă, – терĕ вĕрентекен.

Çемьере 7 ача – 5 хĕрпе 2 ывăл пулнă. Пурте вĕсем купăс калама хăнăхнă.

– Халĕ пĕрле пухăнсан нимĕнле музыка аппаратури те кирлĕ мар пире. Черетленсе кĕвĕ калатпăр, – тăсать калаçăвне О.Михайлова.

Тăваттăмĕш класра чухне хĕр ача купăспа икĕ енĕпе те «Кай, кай, Ивана» кĕвве çăмăллăнах вылянă. Çиччĕмĕш-саккăрмĕш классенче пĕр вăхăтри тантăшсем кивĕ клубра концерт йĕркелеме шутланă. Стенисене çуса тасатнă хыççăн ял халăхне пуçтарнă. Кам купăспа, кам балалайкăпа каланă.

Ÿсерехпе баянпа калас ăсталăха та туптанă. Гитарăпа юрăсем шăрантарма та хăнăхнă.

– Хĕр, каччă шутне кĕрсен, хамăр çурт умĕнче е ытти çĕрте пухăнса купăс çеммипе юрласа ташланă. Савăнăçлă ирттернĕ вăхăта, – çамрăклăхне аса илчĕ Ольга Михайловна.

Юрлас-ташлас туртăм пулнăранах Чăваш патшалăх педагогика институтне музыкăпа педагогика факультетне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илнĕренпех ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре тăрăшать О.Михайлова. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлет. Çитĕнекен ăрăва кĕвĕ вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшнипе пĕрлех Тавăтри вăтам шкулта директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕн тивĕçĕсене те пурнăçлать.

Шкулти пур мероприяти те вăл пулăшнипе иртет. Вырăнти культурăпа кану центрĕн ĕçне те ăна час-часах явăçтараççĕ. Сăмах май каласан, Ольга Михайловна тăватă çул Элĕкри ача-пăча искусство шкулĕ урлă халăх инструменчĕсемпе вĕренекенсене калама хăнăхтарать.

Амăшне кура хăйĕн тĕпренчĕкĕсем те пĕчĕклех кĕвĕ çемĕ енне туртăннă. Инна хĕрĕ педагогика колледжĕнче музыка енĕпе ятарлă пĕлÿ илнĕ. Максим ывăлĕшĕн гитара чуна çывăх.

5-ри Артур мăнукĕ вара кукамăшĕ купăс каланă чухне ташлама кăмăллать. Пианинăпа хăш-пĕр çемĕсене кăларать. Хăйне туянса панă пĕчĕк гитарăпа выляма та юратать шăпăрлан.

– Инструментсем алла тытатăп та ывăнни те иртет, кăмăл та уçăлать, – палăртать хĕрарăм.

Илеме хаклаканскер музыка инструменчĕсене те хăйне евĕрлĕ хитрелетнĕ.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика