АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ленинграда хÿтĕленĕ

04 февраля 2013 г.

Хальхи вăхăтра пирĕн районта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Ленинград хулине хÿтĕлеме хутшăннă пĕртен-пĕр ветеран пурăнать. Ку вăл 1921 çулхи авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Тавăт ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă Иван Николаевич Николаев.

Ăна Аслă вăрçă пуçлансанах фронта ăсатаççĕ. Танксен 48-мĕш дивизине, уйрăм çыхăну батальонне лекет. Мускав çывăхĕнчи хĕрÿ çапăçура аманать. Сывалнă хыççăн ăна Ленинград фронтне, 42-мĕш армин 85-мĕш дивизин стрелоксен 141 полкне яраççĕ. 1942 çултан тытăнса 1944 çулччен Ленинграда хÿтĕленĕ çĕрте пулать. 1944 çулта пирĕн ентеш иккĕмĕш хут аманать. Госпиталь хыççăн ăна Шуя хулинчи запас полкăн пулемет батальонне вĕренме яраççĕ. Хыççăн вăл М.Катунов ертсе пыракан танксен 1-мĕш çарĕн 8-мĕш механизациленĕ корпусне лекет. Ăна «Çапăçури паттăрлăхшăн» медальпе чыслаççĕ. Кун хыççăн И.Николаев Польшăна ирĕке кăларнă çĕре хутшăнать. Берлина çитет те виççĕмĕш хут аманать. Хальхинче унăн кăкăрĕ çинче – «Берлина илнĕшĕн» медаль. Хаяр çапăçусенче пулнăшăн ăна Аслă главнокомандующи 10 хутчен тав тунă. 1946 çулхи майăн 13-мĕшĕнче килне таврăнать. Ăна «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи» I степеньлĕ орденпа, 13 юбилей медалĕпе чысланă. Мăшăрĕпе пĕрле 5 ача çитĕнтерсе воспитани панă.

В.ГЕННАДЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика