02 февраля 2013 г.
Крымсарайккăри Раисăна амăшĕ пĕчĕклех тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарнă. 1947 çулта хĕрача Крымсарайкка шкулне пĕрремĕш класа кайнă. Кунта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн вăтам пĕлÿ илме Элĕке çÿренĕ.
– Район центрĕнчи шкула çуранах утаттăмăр. Хĕллехи вăхăтра кунти интернатра пурăннă. Апат та пĕçерсе çитеретчĕç, – аса илчĕ çамрăклăхне Раиса Яковлевна.
Мал ĕмĕтлĕ хĕрачан малалла вĕренес кăмăлĕ те пулнă-ха. Амăшĕ ÿкĕтленипе ялах юлнă Крымсарайкка хĕрĕ. «Искра» хуçалăх ĕçĕсене çÿреме пуçланă. Малтанах бригадăра вăй хунă пулсан, хыççăн ферма çулне такăрлатма пуçлать. Яштака кĕлеткеллĕ, илемлĕ сăн-питлĕ çамрăк ĕçчене куç хывакансем те тупăннă. Кĕçех кÿршĕри Лупашка ялĕнчен çураçма пынă Крымсарайкка хĕрне. 1963 çулта туйпах пĕрлешнĕ Раисăпа Шурка (ялта ăна çапла чĕннĕ).
– Мана Турă лайăх арçынах панă. Хаваслă çынччĕ мăшăрăм. Купăс калама питĕ ăстаччĕ. Вăл салтакран та баянпа таврăннă. Ăна ял çыннисем туйсене, ĕçкĕ-çикĕсене чĕнетчĕç. Апла пулин те Шуркка ĕçкĕ-çикĕпе ашкăнман, – юратнă çыннине ума кăларчĕ Раиса Яковлевна.
Фермăна мăшăрне пулăшма хаваспах çÿренĕ, ĕне сума та пултарнă. Михайловсем ачисене те пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарнă.
– Фермăра вăтăр çул ытла вăй хурса пайтах тар кăлартăм. Малтанах вунă ытла пуç, каярах çирĕм пиллĕк ĕнене алăпах сăваттăмăр. Мăшăр, ачасем, пулăшни вара çăмăллăх кÿретчĕ, – тет Раиса Михайлова.
Раиса Яковлевна тивĕçлĕ канăва тухсан та вунă çул ĕнесем сунă, çĕр-шыв наградине тивĕçнĕ, «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята çĕнсе илнĕ.
Шел пулин те, мăшăрĕ, Александр Матвеевич, вун пилĕк çул каяллах пурнăçран уйрăлнă. Чун-чĕрене çуракан инкекĕ татах та тупăннă-ха. Хастар доярка çулталăк каялла пĕртен-пĕр ывăлне Тольăна ĕмĕрлĕхех çухатнă. Иртнĕ кунсенче кăна-ха кĕрÿшĕ сарăмсăр вилнĕ унăн. Шанчăкĕ Марина хĕрĕпе Дима мăнукĕ çинче халĕ Раиса Михайловăн. Епле пулсан та уншăн ĕç-хĕл чун уççиех.
С.ИВАНОВА.