06 февраля 2013 г.
Элĕкри «Хĕвел» ача-пăча пахчине пырса кĕрсен çутă сăнлă çамрăка асăрхарăм.
– Шалти пÿлĕме иртĕр, ачасен пурнăçĕпе паллашăр, – терĕ вăл.
«Хĕвел» ача-пăча пахчинче ĕçлекен Елена Алексеевна Миронова сăмах шырама аякка кайманни тÿрех палăрчĕ.
– Ачасемпе ĕçлеме интереслĕ-и; – ыйту патăм ăна.
– Вĕсемпе вăхăт иртнине сиссе те юлаймастăн. Мĕнле маттурсем ÿсеççĕ: куç тулли вĕт, пĕри тепринчен илемлĕрех. Пĕчĕкскерсен тыткаларăшĕ те тыткăна илет. Çавăнпа та кунта ĕçе вырнаçма тÿр килнишĕн пачах та ÿкĕнместĕп, – кăмăллăн калаçрĕ Е.Миронова.
«Хĕвелте» пĕлтĕртенпе вăй хурать. Коллектива та, ачасене те кĕске вăхăтра хăнăхса çитнĕ. Вăл халĕ Татьяна Антонова воспитателе пулăшать. Хăйĕнчен çулĕсемпе аслă çын мĕн хушнине ялан вăхăтра тăвать. Тĕп тивĕçе – ачасене апат çитерессине тата пÿлĕме тирей-илем кĕртессине никам каламасăрах пурнăçлать.
– Эсир пĕлтĕр Элĕкри культурăпа кану центрĕнче иртнĕ «Илемлĕ Юр пике-2012» конкурса хутшăнтăр. Унта хăвăр пултарулăха туллин уçса патăр. Сирĕн ăсталăха жюри пысăк хак пачĕ. «Чи илĕртÿлли» номинацире çĕнтертĕр. Конкурс хăвăра аталанма пулăшнине туйрăр-и;
– «Илемлĕ Юр пике-2012» конкурса хутшăнасси ăнсăртран пулса тухрĕ. Пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕн пуçламăшĕнче ача-пăча пахчин ертÿçи хăй патне чĕнсе илчĕ, культурăпа кану центрĕн сцени çинче иртекен шоу-программăна хутшăнма сĕнчĕ. Эпĕ паллах хирĕçлеме пултараймарăм, конкурса хатĕрленме пуçларăм. Ĕçри юлташсемпе пĕрле репетицисем турăмăр. Тĕрлĕ литература алла тытса вуларăм. Пĕр сăмахпа, конкурса хатĕрленнĕ май хамшăн нумай çĕннине пĕлтĕм, – терĕ Елена Алексеевна.
– Çĕнтерÿçĕ пулайманнишĕн ÿкĕнмерĕр-и;
– Çук. Конкурс хама пур енлĕн тĕрĕслеме май пачĕ. Çакă чи пĕлтерĕшли тесе шутлатăп, – шухăша уçрĕ çамрăк.
Унăн пит-куçĕ тăруках çуталчĕ.
– Вăй-хал пур чух кирек камăн та хăйне аталантармалла, пултарулăха уçса памалла, – кĕскен пĕлтерчĕ воспитателе пулăшакан.
Е.Миронова шкулта вĕреннĕ вăхăтра ача-пăча пахчинче ĕçлесси пирки шутлама та пултарайман. Вăл Хирлеппуç ялĕнче 1988 çулта çуралнă. Шкула çÿренĕ. Тăхăр класс хыççăн Çĕмĕрлери пĕр училищăна парикмахера вĕренме кайнă. Виçĕ çул пĕлĕве тарăнлатнă, практика вăхăтĕнче вара хăй суйласа илнĕ профессипе ăсталăха туптанă. Алла диплом илсен тăван яла таврăннă. Хĕре вырăнта ĕç çукки аптратма пуçланă. Куллен ăна пĕр ыйту канăçсăрлантарнă: мĕн тумалла; Ĕçсĕр пурăнма кансĕррине лайăх чухланăран пĕлĕшсемпе пĕрле Мускав тăрăхне çул тытнă. Стройкăна вырнаçнă, штукатур-маляр ĕçне пикеннĕ. Ют çĕре пĕрре кайса килнипе кăна çырлахман, тепре те кайнă. Çамрăк хĕр икĕ çул майлă Мускав облаçĕнчи строительство объекчĕсенчен уйрăлман. Пĕр евĕрлĕ пурнăç йăлăхтарнă ăна, çавăнпа та Шупашкарта ĕç тупма шутланă. Шыракан тупатех. «Электросила» заводра ĕçлеме пуçланă. 2007 çулта Крымсарайка ял тăрăхне кĕрекен Шуркасси ялĕн каччипе Андрейпа çемье çавăрнă. Унпа мĕнле паллашнине Елена Алексеевна пытармарĕ.
– Хĕр чухне тантăшсемпе пĕрле Хирлеппуçĕнче вырнаçнă культура çуртне кашни канмалли кунах каяттăмăр. Унта çывăхри ялсенчи каччăсем те пыратчĕç. Андрей ятлă каччă манпа калаçма пуçларĕ, иксĕмĕр тĕл пулу та йĕркелеттĕмĕр. Анчах та пурăна-киле пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăну татăлчĕ. Мускав тăрăхĕнчи пĕр строительство объектĕнче пĕрле ĕçлени туслăх хĕлхемне тепĕр хут чĕртсе ячĕ. Чĕрене юратун асамлă хăвачĕ канăçсăрлантарма тытăнчĕ. Çапла вара кайран иксĕмĕр пĕрлех пултăмăр, пĕр заводра ĕçлерĕмĕр, – иртнине аса илчĕ Е.Миронова.
Вĕсен халĕ пĕр ача пур. Мăшăрсем хулара мар, Элĕкре пурăнаççĕ. Çавăнпа та Елена Алексеевнăна ĕç вырăнне çитесси йывăрлăх кÿмест. Çамрăк специалист «Хĕвелте» чун ăшшине тупать, ăсталăха туптать.
Юрий КОРНИЛОВ.