АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Купăса алăран вĕçертмест

18 февраля 2013 г.

Шураç ялĕнче пĕрремĕш суйлав ялти пуçламăш шкул çуртĕнче 1937-мĕш çулта иртнĕ. Суйлавçăсене суккăр Йăкăнатпа Христан кĕсле каласа кĕтсе илнĕ.

Игнатий Осиповичăн виçĕ ывăл тата пĕр хĕр çитĕннĕ. Вăталăх ывăлĕ Герасим купăс калама тата ăна пăсса юсама хăй тĕллĕн вĕреннĕ. Вăл авланса çемьеллĕ пулать. Ачисене пурне те купăс калама хăнăхтарать.

Иккĕмĕш тĕнче вăрçи тапранать. 1941 çулта Шураç ялĕнчен 129 вăйпитти çын Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса каяççĕ. Сталинградшăн пыракан çапăçура Герасим Игнатьевич аманать. Яла таврăнать. Анчах та киле мăшăрĕпе ачисем патне килнĕ салтака колхоза кĕменшĕн айăпласа анкартинчи çĕрĕпе усă курма чараççĕ. Çавăнпа та Турă панă ăсталăхĕпе, купăссем юсама тата çĕнĕрен хăй тĕллĕн тума пуçлать. Ачисем çитĕнсе вăй илнĕ май ял халăхĕпе пĕрле колхозри ĕçе хутшăнаççĕ. Вăталăх ывăлĕ Николай ялти тăлăх хĕрпе Юлия Алексееевнăпа пĕрлешсе виçĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Çав вăхăтрах аэропорта нумай çул ĕçлет.

Кăçал 80 çул тултарнине уявласа Николай Герасимовича тăванĕсем, кÿршисем саламларĕç. Ватă 50-60 çул каяллахи юрăсене юрласа савăнтарчĕ.

– Эпĕ нимшĕн те кулянмастăп, – терĕ вăл.

А.ФАДЕЕВ,

Шураç ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика