17 февраля 2013 г.
Манăн тăван кĕтесĕм – Юлăш. Унăн çыннисемпе мĕн ачаран туслашрăм. Уйĕ-хирĕсем, фермисем те çывăх маншăн. Мĕншĕн тесен чылайранпа ку тăрăхри ĕç-хĕле йĕркелесе ертсе пырассипе вăй хуратăп.
Хальхи иртнисĕр пулман. Малтанхи тапхăрти ĕçсем час-часах ума тухаççĕ. Эпĕ водительте тимлеттĕм. Автомашинăпа пайтах çула тухнă. Юлăш ферминчен çу заводне сĕт леçеттĕм. Ял çыннисене валли Элĕкрен çăкăр та турттарса килнĕ. Тÿрех калатăп, çăмăлах пулман çав ĕçсене пурнăçлама. Мĕншĕн тетĕр-и; Çул япăххи хытах чăрмантарнă. Пирĕн фермăна кĕрсе тухма кансĕрччĕ. Йĕпе-сапа вăхăтра дояркăсем сĕт бидонĕсене аслă çул хĕррине лавпа турттарса тухни те сахал мар пулнă. Ĕç условийĕсем те çăмăл марччĕ. Ферма çурчĕсем кивелсе япăхнăччĕ. Выльăх пăхакансем пĕтĕм ĕçе алă вăйĕпе пурнăçлатчĕç. Юлашки вăхăтра Юлăшри ферма тĕпренех çĕнелчĕ. Ĕне выльăхсене аслă та çутă витесенче усратпăр, пĕчĕк пăрусене вара уйрăм «пÿртсенче». Кивĕрех шутланакан ĕне витине те тĕпрен юсанă. Комплекс территорийĕ йĕпе-сапара çăрăлас хăрушлăх çук, йĕри-тавраллах бетонласа хытарнă. Хальхи вăхăтра выльăх-чĕрлĕхе ăшă витесенче тутă хĕл каçаратпăр. Рацион пуян. Витесенчи ĕçсене пĕтĕмĕшпех механизациленĕ. Сĕт-çу комплексĕ çĕнĕ 2013 çула лайăх кăтартусемпе пуçларĕ. Кăçал, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, сăвăм палăрмаллах ÿсрĕ. Халĕ кашни ĕне куллен 17 килограмм ытла сĕт антарать. Самăртакан выльăхсен ÿт хушаслăхĕ те иртнĕ çулхинчен пысăкрах. Комплекс ертÿçи Александр Орлов ĕç-хĕле пултаруллăн йĕркелесе пырать. Вун пилĕк çынран тăракан йыш та хастар. Кашниех хăйĕн ĕçне пĕлсе пурнăçлать. Уй-хир ĕçченĕсем иртнĕ çула япăх мар кăтартусемпе вĕçлерĕç. Пĕлтĕр кĕртыррисене 30 гектар акса хăвартăмăр. Урăхла каласан, ырашпа кĕрхи тулă 15-шер гектар йышăнаççĕ. Кусем – элита сортсем, вăрлăхлăх пулĕç.
Техника – тĕп вăй. Ял хуçалăх машинисене кĕркуннех тасатса тирпейлесе лартнă. Кăçал акара виçĕ сеялкăллă агрегатпа усă курма шутлатпăр. Ăна комплектлама майсем пур. Парк тракторсенчен чухăнах мар. МТЗ-82, МТЗ-80 «хурçă утсем» икшер шутланаççĕ. Гусеницăллă тракторсем те иккĕ. Çĕр хатĕрленĕ çĕрте урапаллă тракторсене ĕçлеттересси йăлана кĕчĕ. Акара гусеницăллисемпе усă курма палăртрăмăр. Паянхи куна илсен «Беларусьсем» хуçалăх ĕçĕсене хутшăнаççĕ. Вĕсем опытлă механизаторсен аллинче.
Çакна та палăртас килет: ÿркенмесен, тăрăшсан пирĕн хуçалăхра чылаях ĕçлесе илме пулать.
Валерий Иванов,
«Новый путь» хуçалăхри Юлăш уйрăмĕнчи
производство ертÿçи.