АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Афганецсене асра тытаççĕ

20 февраля 2013 г.

Афган вăрçине хăй вăхăтĕнче 18-20 çулсенчи яшсен хутшăнма тÿр килнĕ. Кашниех çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе чыслăн хутшăннă. Çулсем кайсан та ĕмĕрлĕх асра юлнă пулăмсене вăхăт та «хуратаймасть». Шăматкун Элĕкри «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕнче Афганистанран совет çарĕсене илсе тухни 24 çул çитнĕ ятпа мини-футболла выляссипе уçă турнир иртрĕ.

Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Николаев ăшшăн саламларĕ, ăнăçу сунчĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.Ванеркин Афган вăрçине хутшăннă кашни салтак тав сăмахне илтме тивĕçлине пĕлтерчĕ, паттăрсене ялан асра тытмаллине палăртса каларĕ. Райпо канашĕн председателĕ Ю.Харитонов Афганистанра çар службин йывăрлăхĕпе çирĕплĕхне тÿссе ирттернĕ, юнлă тытăçу мĕн хак тăнине курса ĕненнĕ. Çавăнпа райпо мини-футбол турнирĕн спонсорĕ пулма килĕшнĕ. Юрий Александрович кирек камăн та спортпа туслă пулмаллине палăртрĕ. Район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ Н.Сергеев пурне те çирĕп сывлăх сунчĕ. Ун хыççăн ыттисем сăмах каларĕç.

Ăмăртăва сакăр команда хутшăнма кăмăл тунă. Çĕмĕрле районĕн «Виктория» тата «Звезда», Хĕрлĕ Чутай районĕн «Хастар», «Элĕк ачи» ентешлĕхĕн «Туслăх» командисем килсе çитнĕ. Çавăн пекех Тавăтпа Ехремкасси ял тăрăхĕсен тата райпо команди мини-футбол турнирне хутшăнассине пĕлтернĕ.

Турнир вăраха тăсăлчĕ. Кашни команда мала тухассишĕн тăрăшрĕ. Финалта Çĕмĕрле районĕнчи «Звездапа» райпо команди тĕл пулчĕç. Вăйă çивĕч иртрĕ. Çапах та райпо çамрăкĕсем çĕмĕрлесене 4:2 шутпа çĕнтерчĕç. Çĕмĕрлесен иккĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ. Ехремкасси ял тăрăхĕн çамрăкĕсем виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

Çĕнтерÿçĕсене райпо канашĕн председателĕ Ю.Харитонов саламларĕ, мала тухнă райпо командине кубок парса чысларĕ. Ыттисем те парнесемпе медальсене тивĕçрĕç.

К.ПЕРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика