20 февраля 2013 г.
Ял пурнăçĕ ача чухнех килĕшрĕ мана. Ара хам çуралса ÿснĕ Татмăш уйĕсенче сахал тар кăларнă-и; Тантăшсемпе пĕрле утă çулма, пуçтарма çÿрени халĕ те асран тухмасть. Ял хуçалăх культурисене пăхса ÿстернĕ çĕре те хаваспах хутшăннă.
Ÿссе çитĕнтĕм те шăпам Юлăша илсе çитерчĕ. Çавăншăн вара пачах та ÿкĕнместĕп. Мăшăрăмпа Анатолий Васильевичпа пĕр чĕлхе тупрăмăр. Виçĕ ачаллă пултăмăр. Икĕ ывăлпа пĕр хĕре пăхса ÿстертĕмĕр. Халĕ пирĕн мăнуксем те пур.
Мăшăрпа иксĕмĕр те «Новый путь» хуçалăх ĕçĕсене хутшăнатпăр. Юлăшри сĕт-çу комплексĕ пирĕншĕн иккĕмĕш кил вырăннех пулса тăчĕ. Эпĕ кунта 2000 çултанпа вăй хуратăп. Доярка тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырасси – маншăн тĕп тĕллев.
«Новый путь» хуçалăхра ĕçлесси питех те яваплă. Ял хуçалăх производство кооперативĕ тупăшăн çăлкуçне выльăх-чĕрлĕхре курать. Тĕп вырăнта – сĕт, унтан аш-какай. Хуçалăхра яланах çĕннине шыраççĕ. Юлашки вăхăтра эпир тĕпрен çĕнелнĕ фермăра ĕçлетпĕр. Ĕнесене тăрантарассине, сăвассине те механизациленĕ.
Йышра мана çамрăк выльăхсене – çирĕм куна çитичченхи пăрусене те пăхма шанчĕç. Вĕсене çĕнĕлле – сивĕрех условисенче усратпăр. Сăмахран, тулта çирĕм градус пулсан, пăрусен «пÿрчĕсенче» – вуннă. Айсарăмне типĕ тытатăп. Выльăхсене ăшă сĕтпех усратăп. Çапла пăрусем часах аталанса вăй илеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх паллах чирлемесĕр те пулмасть. Ун пек чухне Галина Евдокимова тухтăрпа пĕрле сиплетпĕр. Вăл, хуçалăхри тĕп ветеринари врачĕ, ĕнесен сывлăхĕшĕн те куллен тăрăшать.
Мăшăрăм, Анатолий те, сĕт-çу комплексĕн ĕçне пысăк тÿпе хывать. Вăл кунта механизаторта ĕçлет.
Ялта пурăнаканшăн ĕç тупăнсах пырать. Ир пуçласа каçченех канăç çук.
Людмила ВОЛКОВА,
Юлăшри сĕт-çу комплексĕн ĕçченĕ.