27 февраля 2013 г.
Нарăсăн 25-мĕшĕнчен республикăра, çав шутра пирĕн районта та «Юр ашан» («Снегоход») операци иртĕ. Асăннă техника хатĕрĕпе çÿреме те права кирлĕ. Ăна илме ятарлă экзамен тытмалла. Унпа çÿремелли правилăсен теори ыйтăвĕсене хуравламалла, эксплуатацилемелли хăрушсăрлăх енĕпе те практика ĕçне пурнăçламалла. Правана 10 çуллăх параççĕ. Ытти транспорт хатĕрĕсем пекех «Юр ашана» та çулталăкра пĕрре техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла. Туянсан, паллах, регистрацилемелле.
Элĕк районĕнче «Юр ашан» («Снегоход») иккĕ шутланаççĕ. Пĕри «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕн пулсан, тепри уйрăм çыннăн. Асăннă операци иртнĕ вăхăтра регистраци витĕр тухман тепĕр икĕ «Юр ашана» тупса палăртрăмăр. Çавăн пекех район тулашĕнче пурăнакансем хĕллехи вăхăтра асăннă транспортпа уçăлса çÿрес тĕллевпе усă куракансем те пур. Вĕсене те тĕрĕслесех тăратпăр.
Регистраци витĕр тухман техника хатĕрĕпе çула тухнисене административлă майпа штраф тÿлеттеретпĕр. 17 çул тултарман, ятарлă документа алла илмен çамрăксен руль умне ларма юрамасть. Куншăн ашшĕ-амăшĕн явап тытма тивет.
Калăпăшĕпе пысăках мар транспорт та пысăк инкек кÿме пултарать. Иртнĕ çул «Юр ашанпа» çын вилнĕ, суранланнă икĕ тĕслĕх пулнă.
К.МАЙОРОВ,
районти патшалăх гостехнадзор
инспекцийĕн начальникĕ.