АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпей-илем пурне те кирлĕ

27 февраля 2013 г.

Тăван çут çанталăк – пирĕн пысăк пуянлăх. Çавăнпа та экологи çине пысăк тимлĕх уйăрма тивет. Ахальтен мар ĕнтĕ 2013 çула РФ Президенчĕ В.Путин Тăван тавралăха сыхламалли çул тесе пĕлтернĕ.

Элĕк Ен çыннисен кăçал пурнăçламалли ĕçсем сахал мар. Çав хушăрах иртнĕ çулхи кăтартусем çинче те чарăнса тăрас килет. Пĕтĕмĕшле илсен, тăван тавралăха упрассипе, тирпей-илем кÿрессипе ĕçлемен мар. Йывăçсене пурĕ 4856 тĕп лартса хăварнă, çав шутран çырмасемпе шыв тăракан вырăнсен хĕррипе – 3816, автомобиль çулĕсен айккипе – 65, тĕрлĕрен организацисен территорийĕсенче 975 тĕп. Тĕмсене (кустарник) 2030 кăк лартни паллă, çав шутран организацисемпе учрежденисенче – 1330.

Клумбăсем тăвас ĕç сарăлса пырать. Пĕлтĕр вĕсене 2019 маçтăрланă. Газонсене 160 тунă. Çавăн пекех пĕчĕк архитектура формисене 25 ăсталанă, çав шутран меллĕ саксене – 5, урнăсене – 8, ачасен е спорт площадкисене – 9, беседкăсене 3 штук, 1 аллея туса 3 пин тенкĕ тăкакланă. Парксене, аллейăсене çĕнетессипе ĕçленине те палăртма кăмăллă.

Пытармалли çук, хăшĕ-пĕрисем ăçта май килнĕ, унта çÿпĕ-çапă куписем тăваççĕ. Çакă вара тăван тавралăха варалани пулать. Кунашкал вырăнсăр та килĕшÿсĕр купасене (свалкăсене) 2011 çулта – 97, 2012 çулта 50 пăрахăçланă. Çÿп-çап пуçтарса 1587 тонна турттарса тухнă. Тăван тавралăха тирпей-илем кÿрес, симĕслентерес ĕçе районĕпе пурĕ 1729 çын хутшăннă.

Тăван çут çанталăка упрасси, тавралăха пăхса, асăрхаса тăрасси – кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ ĕç. Çак ыйтусем çине тимлĕх уйăрсах тăмалла, ку енĕпе ĕçлеме вăхăтне те шеллемелле мар. Тăван кĕтесе йывăçсем лартса чĕртсе илем кÿрессипе аслă ăрурисенчен тĕслĕх илни пачах та ытлашши пулас çук. Йăлкăш ял тăрăхĕн территорийĕнче, сăмахран, А.Лукишов пуçарса йĕркелесе пынипе пысăк сад çĕкленĕ. Шел, юлашки вăхăтра вăл хуçасăр пулса тăчĕ тесен те тĕрĕсех. Йăлкăш шкулĕн территорийĕнче пилеш йывăççисене лартса чĕртнĕ. Çавăншăн Мăн Йăлкăш ялĕнчи педагогика ĕçĕн ветеранне Владимир Константинова ырăпа асăнаççĕ. Вăл хăй вăхăтĕнче эрози çулне пÿлес енĕпе те сахал мар вăй хунă. Ку ырă ĕçе халĕ те тăсса пырать. Изванка ялĕн старости Георгий Аввакумов та йывăç-курăк лартса чĕртессипе пултаруллă. Павлушкăнь ялĕнче чăн-чăн çут çанталăк тусĕ Иван Алексеев пурăннине те пĕлетпĕр. Тавăт шкулĕнче вĕренекенсем вара ку тăрăхра вăрман çĕкленĕ. Ытти шкулсен коллективĕсем те çуркуннехи тата кĕркуннехи уйăхлăхсенче сахал мар ĕç тăваççĕ.

Шел пулин те, тăван тавралăха тирпей-илем кÿресси паянхи кун ыйтнине тивĕçтермест. Чылай ялсенче хĕл кунĕсенче те йĕркелĕхе хакламаççĕ. Тĕрлĕ ăпăр-тапăра, çÿп-çапа урам варринех тухса тăкаççĕ. Çур кунĕсенче ку тасамарлăх каллех çиеле тухнине пĕлсе тăнă çинчех çапла хăтланаççĕ. Теприсем килти хуçалăхри каяшсене, ытти кирлĕ мар япаласене вăрттăн тăкса пытараççĕ. Юр кайса пĕтсен çавсем патне каяллах таврăнма тивет вĕт.

Ял çыннисене çапла сĕнÿ парас килет. Кирлĕ мар савăтсене, уйрăмах пластмассăллисене, пухса михĕлессине, палăртнă вырăна хурассине йĕркелемелле, хыççăн «Коопзаготпром» пĕрлешĕве леçмелле. Çакă вара икĕ енĕшĕн те усăллă пулнă пулĕччĕ.

Э.АНДРЕЕВ,

ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика