АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Афган вăрçи асĕнчен тухмасть

04 марта 2013 г.

Çулавăçри Павел Иванович Павлов çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе Афганистан çĕрĕ çинче пурнăçланисенчен пĕри. Унтанпа çирĕм тăватă çул та çитнĕ, пулни-иртни вара асĕнчен тухмасть.

Павел Иванович сăмах пуçарсанах шухăша путрĕ. Çавна палăртасшăн пулмарĕ хĕрĕх пиллĕкри арçын. Калаçу татăкăн-татăкăн кăна йĕркеленчĕ, асаилÿ йывăррăн пычĕ.

Вăл Çулавăç ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1986 çулта ят тухнипе салтак аттине тăхăнать. Çав вăхăтра каччă Афганистанра ниме юрăхсăр вăрçă пынине пĕлнĕ-ха. Анчах та Çулавăçранах çара пĕрле кайнă Костя Яжуткин, Валентин Самохвалов унти «вĕри точкăна» лекессе кĕтмен. Салтак çулĕ вара çавăнталла тÿп-тÿррĕнех выртнă-мĕн. Вăтам Азие – Узбекистана илсе çитернĕ яшсене – çитменнине тата чикĕ хĕрринех. Кунта, паллах, пăшал тытса пуш патронсемпе хăнăхмалла перкелешсе çеç çÿрени мар.

Павел Павлов – пограничник. Малтанах юлташĕсемпе пĕрле чикĕ хĕрринчи çар ĕçĕн вăрттăнлăхне алла илет. Хыççăн – яваплă задани, канăçсăр кунсем. Павлика кунта сыхă пулма малтанах хатĕрленĕ тейĕн. Элĕкри çар комиссариачĕ вĕренме янипе водитель правине илнĕ вăл.

Вăрçă вăйă-кулă мар, питех те çирĕп ыйтать.

– Афган çĕр-шывĕн чиккине 200 километр шала кĕрсе пăхса тăтăмăр. Ялсене душмансенчен тасатма та хутшăннă. Çав тăшмансем кăнтăрлахи вăхăтра лăпкăн курăнатчĕç, хăйсене мирлĕ вăхăтра ĕçленĕ пекех кăтартатчĕç. Çĕрле вара – хĕрÿ, юнлă тытăçусем, – йывăр кунĕсене ума кăларчĕ Павел Иванович.

Хăй йывăр саманта – контузие лекнине те пытармарĕ. Телейне пула кăна сывă юлнă Çулавăç каччи. Шăп икĕ çултан Павликшăн тата унпа пĕр вăхăтра служба пуçланисен киле таврăнма вăхăт çитнĕ. Çапах та вăрçă пынине пула яшсем демобилизацие часах кĕтсе илеймен. 1986 çулхи кĕркунне çар ретне тăнă Павел Павлов тăван кĕтесне 1989 çулхи январь вĕçĕнче кăна çаврăнса çитнĕ.

Çулавăç ялĕн хастар арçынĕ чылай вăхăтран та Афган çĕрĕнче çухатнă юлташĕсене манаймасть. Малтанхи вăхăтра тĕлĕкре те басмачсемпе «кĕрешсе» асапланнă. Тăван киле таврăнсан, автомашина рулĕ умне ларсан та, унăн шавĕ çар техникине аса илтернĕ. Халĕ мăшăрĕпе Зоя Павловăпа пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса утаççĕ. Настя хĕрĕпе Костя ывăлне кун-çул парнелесе ырă пил панă вĕсем. Ĕмĕт пурнăçланни вара телей. Настя Шупашкарти медицина колледжĕнчен вĕренсе тухса ĕçе кÿлĕннĕ. Иртнĕ çул туй кĕрлеттернĕ Павловсем, хĕрне качча панă. Костя кăçал Питĕшкасси шкулĕнчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухассишĕн тăрăшать.

Е.САВЕЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика