АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иккĕмĕш томпа паллаштарнă

16 марта 2013 г.

Районти тĕп вулавăшра «Элĕк энциклопедийĕ» («Аликовская энциклопедия») кĕнекен иккĕмĕш томĕпе паллаштару-тишкерÿ иртнĕ.

Асăннă кĕнекере тăван район историне мĕн авалтан пуçласа паянхи кун таранччен тĕплĕн тĕпчесе çутатнă. Вулакансем ас тăваççĕ пуль, «Элĕк энциклопедийĕн» пĕрремĕш кĕнеки 2009 çулта пичетленсе тухнăччĕ, пĕлтĕр вара район историйĕн иккĕмĕш пуххи çут тĕнчене килчĕ.

Вулавăш директорĕ Раиса Гордеева район энциклопедийĕ таврапĕлÿ ĕçĕнче питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăнине палăртнă. Çак кăларăм ăсчахсене те, вĕренекенсемпе вĕсене вĕрентекенсене те, тăван ен историйĕпе, унăн культурипе, экономикипе кăсăкланакансене пурне те пысăк пулăшу парать.

Тĕл пулура энциклопедин тĕп редакторĕ Лев Ефимов, çак чаплă кĕнекене кăларма хутшăннă хастарсем Геннадий Михайловпа Гурий Терентьев сăмах каланă. Вĕсем район историйĕн кĕнекине пичете кăларас ĕç мĕнле пулса пыни çинчен каласа панă.

Тепĕр кăсăклă самант та иртнĕ çак кун. Элĕк шкулĕнче вĕренекенсем хамăр ентеш-çыравçăсен Александр Галкинпа Никифор Ваçанкка юбилейĕсене халалласа ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕччĕ. Кусем вĕсем – 6 «б» класри Катя Никитина, Ирина Свисткова, Лейла Павлова. Тăван чĕлхене юратакан ачасем хамăр ентешсен сăввисене вуласа панă, виççĕшне те хисеп хучĕсемпе чысланă.

Г.ГЕННАДЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика