20 марта 2013 г.
Шăмат кун Ураскилтре район депутачĕн Ю.Харитоновăн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрçĕсен уçă турнирĕ иртрĕ.
Старта тухма хатĕрленекен йĕлтĕрçĕсене район депутачĕ Юрий Харитонов, Ураскилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Эдуард Козлов, Ураскилт шкулĕн директорĕ Владислав Миронов саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.
Хыççăн пурте ăмăрту вырăнне пухăнчĕç. Ачасем те, аслă çулсенчисем те пурте хавас кăмăллă, пичĕсем çинче йăл кулă кăна çиçет. Йĕлтĕрçĕсене хавхалантарма ял халăхĕ те пухăннă. Çанталăкĕ те лайăх. Малтанах алă çултан иртнисем ăмăртăва тухрĕç. Арçынсенчен Йăлкăшри Станислав Петров, хĕрарăмсенчен Эльвира Семенова вĕрентекен мала тухрĕç. Унтан çемье командисем тупăшрĕç. 1997-1998 çулсенче çуралнисен командисенче 3 арçын ачапа 2 хĕр ача, предприятисемпе организацисен, учрежденисен командисенче 3 арçынпа 2 хĕрарăм пулчĕç. Вĕсем 2 километр тата 1 километр чупрĕç. 2000-2001 çулсенче çуралнă ачасем те ăмăртрĕç. Хутăш эстафетă та иртрĕ. Элĕк шкулĕ мала тухрĕ, Ураскилтпе Мăн Вылă шкулĕсен командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çемьесенчен Убасевсем (Шĕнтреш) мала тухрĕç. Предприятисемпе организацисен, учрежденисен командисенчен Ураскилт ял тăрăхĕн команди пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ.
Çĕнтерÿçĕсене грамотăсем, медальсем, парнесем парса чысларĕç. «Чи кирли пирĕншĕн хамăр сывлăха тĕреклетни», – терĕç ăмăртăва хутшăннисем. Мĕнех калăн, йĕлтĕр спортне кăмăллакансем кашни ялта пур.
Юрий КОРНИЛОВ.