20 марта 2013 г.
Райпо ялан çĕнĕлĕхсемпе тĕлĕнтерет. Иртнĕ эрнере акă пасарти суту-илÿ çуртне кĕнĕ çĕрте тепĕр лавкка хута ячĕ.
Вăл, хăвăрт çĕкленекен конструкцисен технологийĕпе усă курнипе, кĕске вăхăтра ÿссе ларчĕ. Компактлă та хăтлă лавккара тавар ассортименчĕ те самай пуянланнă. Ытларах – аш-какай продукчĕсем тата пулăсем.
Райпон ырă ĕçĕсем халăха кирлĕрен пурнăçлаççĕ. Çакна çĕнĕ объекта уçма хутшăннисем палăртса каларĕç. Ăнăçлă ĕçлесе пынăран потребительсен обществи чылай çул район аталанăвĕн тыткăчи шутланать. Пынă халăх Йошкар-Олари «Йола» агрохолдингăн продукцине те тутанса пăхма пултарчĕç.
Халăх çĕнĕ лавккари продуктсене кăмăлласа туянчĕ. Хакĕ те ытти çĕртинчен йÿнĕрех пулни савăнтарчĕ. Тепĕр суту-илÿ çурчĕ уçăлни райпо район халăхĕ валли парне туниех пулчĕ.
К.ПЕРОВ.