20 марта 2013 г.
Куллен çынсемпе ĕçлеме тÿр килнишĕн савăнатăп. Пархатарлă та пысăк чыс ку маншăн. Чĕрĕк ĕмĕр суту-илÿ тытăмĕнче, Тени лавккинче вăй хуратăп. Çынсене тĕрлĕ таварпа тивĕçтеретĕп. Ĕç-хĕле иккĕн йĕркелесе пыратпăр. Татьяна Федоровна Капарова юлашки виçĕ çул заведующи тилхепине тытса пырать. Вăл 12 çул тăрăшать райпо тытăмĕнче. Ĕç условийĕсем япăх мар. 45 çул каялла çĕкленнĕ Тени лавккин сăн-сăпачĕ юлашки икĕ çул хушшинче чылай улшăнчĕ. Унччен пĕчĕкех мар пÿлĕме вутăпа хутса ăшăтнă. 2010 çулта лавккана «кăвак çулăм» çитерчĕç. Çĕнĕ котельнăй хута кайрĕ. Çав çулхинех лавккана тулаш енчен те илем кĕртрĕç.
Кунта халĕ ял çыннине кирлĕ тавар пĕтĕмпех пур. Кил-çуртра усă курма гипсокартонпа, оргалитпа çийĕнчех тивĕçтеретпĕр. Тенисем ытларах кăлпасси, аш-какай туянаççĕ. Ватăсем чăх какайне кăмăллаççĕ. Элĕкри çăкăр комбиначĕн продукцине те хапăлласах илеççĕ ял çыннисем. Çăкăр-батон, премĕк, булочкăсене кĕске вăхăтрах туянса пĕтереççĕ. Пĕччен ватăсем кулинари изделийĕсене те кăмăллаççĕ.
Ял çынни выльăх йышлă усрать. Сĕтне сутса тупăш илет. Ăна райпо урлă пуçтарассине те йĕркеленĕ. Куллен 15 çын сĕт парать. Сĕте патшалăха сутнăран турăх-хăймапа килте чылайăшĕ сайра усă кураççĕ. Çавăнпа та кил хуçи хĕрарăмĕсем майонезпа усă курса тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлеме хăнăхрĕç.
Ирхи çичĕ сехетрен пуçласа каçхи саккăрчченех çын татăлмасть. Палăртнă плана уйăхсеренех тултарса пыратпăр.
Галина МУРЗАКОВА,
Тени лавккин сутуçи.