20 марта 2013 г.
Йăлкăш шкулĕнче Çăварни уявне ирттересси çинчен малтанах пĕлтерсе хунăччĕ. Çавна май пилĕк урок вĕçленнĕ хыççăнах картишне тухрăмăр.
Хаваслă кĕвĕ янăраса чуна тыткăнлать. Кунтах катаччи те, çунашкисем те хатĕр. Малтанах вĕрентекенсем ярăнса тĕслĕх кăтартрĕç. Вĕсем «ту» çинчен çунашкапа аннине сăнама интереслĕ пулчĕ. Хыççăн эпир пĕрин хыççăн тепри катаччи ярăнтăмăр.
Çăварни уявĕнче тутлă икерчĕпе те хăналантăмăр. Зоя Павловăпа Алена Викторова поварсем вĕсене ытлă-çитлех пĕçернĕ. Ачасем уявра юрларĕç, ташларĕç, вăйăсенче те тупăшрĕç.
Станислав ПРОКОПЬЕВ,
вĕренекен.