АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яшсем салтака каяççĕ

13 сентября 2016 г.

Çар ретне тăрасси, çĕршыва хÿтĕлесси - кашни çирĕп сывлăхлă, вăй питти каччăсен тивĕçĕ. Çĕршыв хăрушсăрлăхĕ паттăр, хăюллă, шанчăклă салтаксенчен килет. Алла повестка илсен службăран тарса çÿресси пирки шутламалла мар. Тени ял тăрăхĕнче çар учетĕнче пурĕ 17 призывник тăрать. Часах ял урамĕсенче салтак юррисем илтĕнме пуçлĕç. Кăçал кĕркуннехи призыв тапхăрĕнче çар службине 8 каччăна чĕнсе илĕç. Сентябрĕн 22-мĕшĕнчен çамрăксем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма пуçлĕç. Кунта тĕрлĕ çулхи яшсем пур. Шкул пĕтернĕ çамрăксем, училищĕрен, техникумран вĕренсе тухнисем çар ретне тăма тивĕç. Акă, сăмахран, А. Никитин аслă вĕренÿ учрежденине пĕтернĕ хыççăн çулталăклăх тăван килĕпе сывпуллашса çĕршыва хÿтĕлеме кайĕ. Кармал ялĕнче 10 çула яхăн службăра тăракан çамрăк та пур. Алексей Терентьев çар службине контракт мелĕпе ирттерет.                                                                                                                                        А.СИЛИВЕСТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика