АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хирти ĕç вăраха кайрĕ

27 сентября 2016 г.

Пулса çитнĕ çимĕçе вăхăтра пуçтарса илесси - кашни ял çыннин кĕркуннехи тĕп тĕллевĕ. Районти фермер-хуçалăхĕсем те çĕр улми, купăста пуçтарассипе, кĕр акине вĕçлессипе ир пуçласа каçччен тăрăшаççĕ. Паянхи кун çĕр улмине пурĕ 188 гектар (33 процент) çинчен пухса кĕртнĕ. Ку енĕпе çанталăка пула ĕç вăраха кайнă. Çавăнпа та çумăр çуман кашни самантпа усă кураççĕ. Кĕр тыррисене 3760 гектар (100,3 процент) çинче акса хăварнă. Çĕртме сухине 2806 гектар çинче пурнăçланă. Ытти пахча çимĕçе пухса кĕртессипе хресчен-фермер хуçалăхĕсем сахал мар вăй хураççĕ. Пурĕ пахча çимĕçе 7 гектар çинче пуçтарнă. Э. Лебедев - 5 гектар купăста, Ю. Никифоров 2 гектар кăшман пухса кĕртнĕ. Кукурузăна уй-хиртен пуçтарса кĕртессипе «Новый путь» хуçалăх ĕçлет. Ĕçе 167 гектар çинче пурнăçланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика