27 сентября 2016 г.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Çавăнпа та ачасен хăрушсăрлăхĕ тĕп вырăнта пулмаллине манмалла мар.Çул çитмен ачасене яланах асăрхаса тăмалла. Ирĕккĕн çапкаланса çÿрекен кирек хăш вăхăтра та преступлени тума пултарать. Вĕсем шкулта мĕнлерех вĕреннине, хăйсене еплерех тытнине тĕрĕслесех тăмалла. Çав тĕллевпе ашшĕ-амăшĕн пухăвне çÿремелле, класс ертÿçипе тĕл пулса калаçмалла. Эпир те ачасене преступлени тăвассинчен тата право йĕркине пăсассинчен асăрхаттарас тĕллевпе район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн специалисчĕсемпе, çула çитменнисен комиссийĕн членĕсемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсене ирттеретпĕр, ачасемпе право темипе калаçусем йĕркелетпĕр. Кĕçĕннисем аслисенчен тĕслĕх илнине манмалла мар. Вĕсене тимлĕх уйăрмаллине, пĕрле ларса калаçмаллине асра тытмалла. Çакна та шута илĕр. Хăвăр тĕпренчĕкĕрсене шкула хаклă йышши телефонсем парса ан ярăр. Ачасен кĕвĕçÿ туйăмĕ питĕ пысăк. Çакă преступлени çулĕ çине тăратма пултарать. Пĕр хутчен айăпа кĕни ĕмĕрлĕхе çырăнса юлать. Тепĕр самант çинче те чарăнса тăрас килет. Кĕр еннелле часах тĕттĕмленет, çавăнпа та çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене ачасене тепĕр хутчен аса илтермелле тата вĕсене çи-пуç çинче çутатакан ятарлă хатĕрсемпе тивĕçтермелле.
Районти лару-тăрăва илес пулсан çакна каламалла. Паянхи кун тĕлне çулталăк пуçланнăранпа çул çитмен ачасем икĕ преступлени туни паллă. Тĕпчев ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Çул çитменнисен тĕлĕшпе вара 4 преступлени регистрациленĕ.
Сентябрĕн 21-мĕшĕнчен районта «Полици тата ачасем» акци пуçланчĕ. Вăл октябрĕн 21-мĕшĕччен пырать. Полици ĕçченĕсем профилактика субъекчĕсемпе пĕрле шкулсене çитсе право темипе калаçусем ирттереççĕ, ачасене преступленисем тăвасран, йĕркене пăсасран асăрхаттараççĕ.
Марина НИКИТИНА,
полици пайĕн çул çитменнисен инспекторĕ.