АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуралакансем сахалрах

30 сентября 2016 г.

 

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ кăçалхи январь-август уйăхĕсенчи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ. Демографи кăтартăвĕ тăрăх, çуралакансен йышĕ иртнĕ çулхинчен чакнă. Ку тапхăрта 101 ача çуралнă. Пĕлтĕрхинчен 4 пепке сахалрах. Çуралассипе Ехремкасси (20 ача), Тавăт (20 ача) ял тăрăхĕсем пĕрремĕш вырăнта пыраççĕ. Иккĕмĕшĕ Элĕк ял тăрăхĕ (18 ача) пулсан, виççĕмĕшĕ - Юнтапа ял тăрăхĕ (9 ача). Питĕшкасси - 3, Ураскилт - 4 тата Шĕмшеш ял тăрăхĕсенче 4 ача çуралнă.

Вилекенсен шучĕ ку тапхăрта 227 çынпа танлашнă. Иртнĕ çул 191 çын çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Шел пулин те, пĕтĕмĕшле районта вилекенсен йышĕ ÿссе пырать. Çуралассипе танлаштарсан, 2,2 хут пысăкрах. Çут тĕнчепе сыв пуллашакансем - Элĕк (34), Ехремкасси (32), Чăваш Сурăм (25) тата Тавăт (24) ял тăрăхĕсенче пурăнакансем пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика