АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музейра курав уçăлчĕ

30 сентября 2016 г.

Элĕкри литературăпа таврапĕлÿ музейĕнче «Салам, кайăк» куçса çÿрекен курав уçăлчĕ. Элĕк вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем унта çитсе курма ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. Куравăн тĕп тĕллевĕ - ачасене кайăксемпе паллаштарасси, вĕсем çинчен каласа парасси.

Чăваш Енре пурĕ 270 тĕрлĕ кайăк шутланать. Вĕсенчен чылайăшĕ хĕл каçма юлать. Тĕслĕхрен, улатаккасем, кăсăясем, шĕпшĕлсем. «Салам, кайăк» куравра пăрчăканпа, мăйракаллă тăрипе, уйăппа, ăсанпа тата ытти кайăксемпе паллашма тата вĕсен ячĕсем мĕнле пулса кайнине пĕлме пулать. Ачасем хаваспах куравпа паллашрĕç.

Ольга АЛЕКСЕЕВА, директор.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика