07 октября 2016 г.
Ачасене тивĕçлĕ воспитани тата паха пĕлÿ парасси вĕрентекенрен нумай килет. Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн ĕçлеççĕ те ĕнтĕ педагогсем. Çулсеренех иртекен курссене те хаваспах хутшăнаççĕ, квалификацие ÿстереççĕ.
Иртнĕ эрнере Элĕк вăтам шкулĕнче районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен «Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне аталантарас условисенче чăваш чĕлхипе литература урокĕсене вĕрентесси» темăпа курс вĕçленчĕ. Вĕренÿ программи 72 сехет пулчĕ. Вĕренÿ институчĕн филологи кафедри ятарлă план тăрăх сентябрĕн 7-30-мĕшĕсенче ирттернĕ курсра районти вĕренÿ учрежденийĕсенчи пурĕ 22 вĕрентекен хутшăнчĕ.
Курс куçăмлă тата дистанци мелĕпе иртрĕ. Тĕрĕслев тата тест ĕçĕсем дистанци мелĕпе пулчĕç. Виçĕ кун хушшинче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хăйсене валли çĕннине чылай пĕлчĕç, çĕнĕ стандартпа килĕшÿллĕн урока йĕркелессин уйрăмлăхĕсене тишкерчĕç.
Çавăн пекех вĕрентекенсем пĕр-пĕрин опычĕ-пе паллашас тĕллевпе Етĕрне районĕнчи Тури Ачак шкулне çитсе килчĕç. Вĕсем кунта уçă уроксенче пулчĕç. Унсăр пуçне вĕсен Айдак ячĕпе хисепленекен музейри экспонатсемпе те паллашма май килчĕ.
Çакăн йышши курссем виçĕ çулта пĕрре иртеççĕ. Кунта ĕç опычĕпе паллашнисĕр пуçне ăс-хакăла пуянлатма, тавракурăма аталантарма май пуррине палăртрĕç чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем.
Галина ИВАНОВА,
районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи.