11 октября 2016 г.
Районти хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Хальлĕхе çĕр улми кăларса тата купăста касса пĕтересси малти вырăнта тăрать. Çанталăк ирех шăнтма пултарать, çавăнпа та ку ĕçсене вĕçлесе пымалла. Фермер хуçалăхĕсенче купăста касасси вăй илнĕ, анчах та ăна районĕпе илсен 155 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Октябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне купăстана планпа палăртнинчен 15 гектар çинчен çеç пуçтарнă.
Çĕр улми уйĕнче те ĕç вĕресе тăрать. «Иккĕмĕш çăкăра» пурĕ 503 гектар лаптăк çинчен пухса кĕртнĕ. Кĕрхи уяр кунпа усă курса ялсенче пурăнакансем кăна мар, бюджет сферинче тăрăшакансем те хресчен-фермерсене пулăшма тухнă. Кĕрхи çĕртме сухине хуçалăхсем 3288 гектар çинче пурнăçланă.