18 октября 2016 г.
Çитĕнсе пыракан ăрăва ăс-хакăла пуянлатас, гражданла тата патриотла воспитани парас, Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунисене асра тытса сума сăвас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Чăваш Республикинчи шырав пĕрлешĕвĕсене патшалăх пулăшăвĕ памалли мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн республикăри вĕренÿ учрежденийĕсем çумĕнчи тата çамрăксен шырав отрячĕсене пулăшу кÿрес тĕллевпе грантсем çирĕплетнĕ.
Грантсен тĕп тĕллевĕ - Чăваш Енре шырав юхăмне малалла аталантарасси тата пĕрлешÿсене чи пысăк шая çитересси. Çакăн йышши пулăшу ачасемпе çамрăксене пархатарлă ĕçе явăçтарасси иккĕлентермест.
«Эпир шырав ĕçне хутшăнакан, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисен вил тăприйĕсене тупнă çамрăксене, вăл шутра пирĕн ентешсене те, тав тăватпăр. Вĕсен ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсене, вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисене те патриотла воспитани панăшăн тав сăмахĕ калас килет», - палăртнă Михаил Игнатьев. Чăваш Ен Пуçлăхĕ 100 пинлĕх тата 75 пинлĕх 3-шер грант йĕркелеме сĕннĕ. Вăл Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрне Юрий Исаева çак ĕçе сăнаса тăма тата Указ мероприятийĕсене пурнăçа кĕртме каланă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн
Администрацийĕн пресс-служби.