25 октября 2016 г.
Ял çынни хĕлĕн-çăвĕн ĕçре. Кĕркунне те пахча çимĕçе вăхăтра пуçтарса илессишĕн тимлет вăл. Районти ял хуçалăх предприятийĕсем, хресчен-фермер хуçалăхĕсем çĕр улмие тата ытти пахча çимĕçе пуçтарассипе, кĕрхи суха ĕçне вĕçлессипе ир пуçласа каçччен вăй хураççĕ. Çанталăк шăнтма пуçларĕ. Çавна май уй-хирти тухăçа пухса кĕртессипе ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Паянхи куна районти хуçалăхсенче 607 гектар çĕр улми кăларнă, пÿлмесене 9105 тонна кĕртнĕ. Гектар пуçне вăтамран 150 центнер тухăç илнĕ. Çĕр улми анисем çинче ĕçсем вĕçленнĕ.
Хресчен-фермер хуçалăхĕсем купăста касассипе ăнăçлă ĕçлесе пычĕç. Нумайăшĕн купăста уйĕсем пушанчĕç ĕнтĕ. Ку культура ăнса пулнине палăртма та кăмăллă. Районта пурĕ ку ĕçе 153 гектар çинче пурнăçланă. Пахча çимĕçе 4590 тонна касса кĕртнĕ. Юлашки 5 гектар çинчен касмалли юлнă. Ку енĕпе Э.Лебедев, Г.Исаев хресчен-фермер хуçалăхĕсем малалла ĕçлеççĕ, ĕçе çак кунсенче вĕçлессишĕн тимлеççĕ. Кĕрхи çĕртме сухине 5680 гектар çинче пурнăçланă. Планпа палăртнинчен тепĕр 3200 гектар çĕр сухаламалла.
А.ПРОХОРОВ.