АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрăсенче ĕç çыннин пурнăçĕ сăнланнă

25 октября 2016 г.

Октябрĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Халăх пултарулăх çурчĕ 80 çул тултарнине тата Чăваш Енре ĕç çыннин çулталăкне халалланă «Хавхаланса юрлать чĕре» юрлакан ушкăнсен республикăри фестивалĕн зонăри тапхăрĕ иртрĕ. Унта Элĕк, Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне районĕсенчи вокал ансамблĕсемпе хор ушкăнĕсем хутшăнчĕç. Элĕк район чысне Централизациленĕ клуб тытăмĕн культура ĕçченĕсен пĕрлештернĕ хорĕпе ветерансен, Чăваш Сурăмĕнчи культура çурчĕн хорĕсем тата Мăн Вылăри «Акăшпи» вокал ансамблĕ хÿтĕлерĕç. Кашни ушкăн жюри умне икшер юрăпа тухрĕ. Ытти районсен хорĕсем те пултарулăха кăтартрĕç.

Чи лайăх хор ушкăнĕсем Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче ноябрь уйăхĕнче иртекен гала-концерта кайĕç.

Анжелика СИЛИВЕСТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика