АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Штрих код» каллех çĕнтерÿçĕ

25 октября 2016 г.

Октябрĕн 22-23-мĕшĕсенче Шупашкарти Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче паянхи ташăсем енĕпе Чăваш Республикин иккĕмĕш уçă кубокĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Республикин культурăпа туризм, физкультурăпа спорт министерствисем, федерацин ташă искусстви тата Шупашкар хулин администрацийĕ пулăшнипе йĕркеленĕ.

Асăннă ăмăртăва Чăваш Республикинчи районсенчи, Шупашкар, Хусан хулисенчи, Йошкар-Олари чи вăйлă командăсем хутшăнчĕç. Ачасен пултарулăхне Мускаври, Чăваш Енри, Саранскри, Хусанти судьясем хак пачĕç.

Элĕк районĕнчен Чăваш Республикин иккĕмĕш уçă кубокне «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен шкулĕ çумĕче ĕçлекен «Штрих код» ташă ушкăнне çÿрекенсем хутшăнчĕç. Виçĕ ушкăнри 53 вĕренекен хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

Пысăк хуласенчи пултарулăх ушкăнĕсемпе вăй виçме çăмăлах килмерĕ вĕренекенсене. Апла пулин те ку ăмăрту пире черетлĕ çитĕнÿсем парнелерĕ. Шкулта 1-2-мĕш классенче пĕлÿ илекен чи кĕçĕннисен ушкăнĕ пĕр шикленмесĕр «Бантихоп» ташăпа сцена çине тухрĕ. Пуçламăшĕнчех тыткăнларĕç пĕчĕк ăстасем жюрие, пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç те вĕсем хăйсен ушкăнрисен йышĕнче. Вăтам ушкăн та «ЧИР ХИП ХОП» дисциплинăра «Микс 16» ташăпа палăрчĕç, вĕсем те пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарчĕç. Аслă ушкăна çÿрекен пикесем вара «Штрих код» ташăпа иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. Кашни ташăçа Хисеп хучĕпе медаль парса чысларĕç. Пирĕн ташă студийĕ татах тепĕр виçĕ кубокпа пуянланни кăмăла çĕклет. Паллах, ку çĕнтерÿсенче ачисемпе танах амăшĕсен тÿпи те пур.

Нина ЕГОРОВА, «Штрих код» ташă студийĕн вĕрентекенĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика