АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул ачисем ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр

01 ноября 2016 г.

Шкул ачисем ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр

«Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр пул!» - девизпа иртекен Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕ çулран-çул вăй илет. Кунта хутшăнакансемшĕн нимĕнле чăрмав та çук, кăмăл пултăр кăна. 6 çултан пуçласа 70 çула çитнисем тата унран та аслăраххисем çирĕплетнĕ нормативсене пурнăçласа ылтăн, кĕмĕл тата пăхăр медальсем çĕнсе илме пултараççĕ.

Пирĕн районта Элĕк салинчи «Хĕлхем» спорт шкулĕ çумĕнче ГТО тес- чĕсене ирттерекен центр йĕркеленĕ. Кунти ĕçе пысăк опытлă тренер-преподавательсем туса пыраççĕ. Иртнĕ эрнере кăна Шупашкарти В.М.Краснов ячĕллĕ Олимп резервĕсен училищи çумĕнче иртекен курссене хутшăнса пĕлĕве ÿстерчĕç. ГТО нормативĕсене йышăнма ирĕк паракан удостоверенисене алла илчĕç. Вĕсен çак кунсенче теорие практикăра тĕрĕслеме майĕ те килчĕ темелле. Шăматкун, октябрĕн 29-мĕшĕнче, «Хĕлхемре» кĕркуннехи ГТО фестивалĕ иртрĕ. Кунта районти шкулсенчи 3-5-мĕш ступеньсенчи вĕренекенсем хутшăнчĕç, вĕсен йышĕ 300-тен те ытларах пулчĕ.

Уява «Хĕлхем» спорт шкулĕн директорĕ Валерий Сергеев уçрĕ, çамрăксене ăнăçу сунчĕ, фестиваль программипе паллаштарчĕ. Ун хыççăн 11-17 çулхи çамрăксем ушкăнсем çине пайланса спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче вăй виçрĕç. 60 тата 100 метр дистанцие парăнтаракансем те, çурăм çинче выртса кĕлеткене çĕклекенсем те пулчĕç арçын ачасемпе хĕрачасем хушшинче. Судьясем вара кашнин кăтартăвне протокола кĕртсе пычĕç. Çитес вăхăтра пĕтĕмлетÿсене хатĕрлесе çитереççĕ. Çак кун тест тĕрĕслевĕ витĕр тухайманнисен пăшăрханма кирлĕ мар. Сире кирек хăш вăхăтра та районти ГТО тесчĕсене ирттерекен центрта йышăнаççĕ.

Аса илтеретпĕр, ГТО нормативĕсене пурнăçлас тесен пĕтĕмпе те 5 утăм е ĕç çеç тумалла: 1-мĕшĕ – www.gto.ru официаллă сайта кĕрсе регистрациленмелле, 2-мĕшĕ – ыйту çырмалла, 3-мĕшĕ – тухтăртан медицина справки илмелле. Çакăн хыççăн эсир ирĕклĕнех ГТО нормативĕсем витĕр тухма пултаратăр. Юлашкинчен тивĕçлĕ уйрăм паллă (медаль) илетĕр.

Çĕнĕ çултан Элĕк салинчи центра 18 çултан пуçласа 70 çулхисене е унтан та аслăраххисене те йыхравлатпăр. Раççей пĕлтерĕшлĕ спорт мероприятийĕнчен аякра тăрса юлар мар.

Сергей СЕРГЕЕВ, тĕп судья.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика