03 ноября 2016 г.
«Çамрăксем хаçат вуламаççĕ, вĕсем Интернетра пурăнаççĕ», - тенине пĕрре кăна мар илтме тÿр килет. Ан васкăр-ха кун пек шухăшлама тесе калас килет çакăн пек чухне. Çамрăксем те вулаççĕ, шкул ачисем те алла хаçата илсен ним чухлĕ те çухалса каймаççĕ.
Манăн хамăр район хаçачĕн çамрăк вулаканĕсем çинчен калас килет. Хаçат мĕнрен тăнине те, унăн малтанхи ятне те, кунти дизайн тĕлĕшĕнчен пулса иртнĕ улшăнусене пĕлсе тăраççĕ вĕсем. Хăшĕсем пичетленсе те курнă, пĕлес тени те, тем чухлех вĕсен. Çакă савăнтарать те. Апла пулсан редакци çумĕнче çамрăк корреспондентсен шкулне йĕркелесе яма шутлани усăсăр пулмарĕ.
Ĕнер, ноябрĕн 2-мĕшĕнче, районти шкулсенчи вĕренекенсем, çамрăк корреспондентсем, редакцие тĕл пулăва пухăнчĕç. Хатĕр хаçата алла тытса вуласа курнă-ха, анчах вăл мĕнле «пиçсе çитнине», ăна камсем хатĕрленине пĕлсех çитеймен. Хальхинче вара редакци тĕпелĕнче пулма майĕ те килчĕ. Надежда Иванова компьютер пайĕн редакторĕ пулăшнипе хаçата калăплас ĕçе те хастар хутшăнчĕç. Специалист каланă терминсем малтанлăха ăнланмаллах пулмарĕç пулин те, çакă вĕсене хăратмарĕ. Умра - занятисем татах та пур-çке, шĕкĕлчемелĕх, калемсене çивĕчлетмелĕх вăхăчĕ те çителĕклĕ.
Юнкорсем редакци ĕçченĕсемпе кăна мар, пĕр-пĕринпе те тачăрах паллашрĕç. Тĕрлĕ шкулсенче вĕренеççĕ пулин те çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупрĕç. Паллах, пур ыйтăва те пĕрре тĕл пулнипех татса параймăн, анчах пуçламăшĕ пур. Çитес вăхăтра хаçат страницисенче юнкорсен ĕçĕсем кун çути курасса кĕтсех тăратпăр. Хăйсем те шантарчĕç. Ăнăçу сире, пирĕн çамрăк корреспондентсем, калемсем яланах çивĕч пулччăр!
Марина ЛЕОНТЬЕВА.